Вторник, 13 октября

Ҫӗнтерӳ уявӗ, экономика аталанӑвӗ – тӗп ыйтусем

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗччен — майӑн 9-мӗшӗччен — вӑхӑт нумаях та юлмарӗ. Кӑҫал Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра совет халӑхӗ нимӗҫ фашисчӗсене ҫапса аркатнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫак юбилей ҫулне ҫӗршывра анлӑн паллӑ тума палӑртаҫҫӗ. Апрелӗн  16-мӗшӗнче иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнчи пӗрремӗш ыйту Ҫӗнтерӳ кунне уявлассипе ҫыхӑнни те ахальтен мар.

Ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та ҫак паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ мероприятисене йӗркеленӗ, халӗ те пулаҫҫӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсенче, культура ҫурчӗсенче, библиотекӑсенче Ҫӗнтерӗве халалласа Паттӑрлӑх урокӗсем, калаҫусем, вулав конференцийӗсем ирттереҫҫӗ. Кӗнекесен тата ачасен ӳкерчӗкӗсен выставкисем йӗркелеҫҫӗ. Вӗренекенсем музейсене ҫитсе кураҫҫӗ, ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ акцисене хутшӑнаҫҫӗ, тӗпчев ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ. Округра Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне хатӗрленсе ирттерес енӗпе ятарлӑ план тунӑ. Ҫакӑ тата ытти пурнӑҫланӑ ӗҫсем, малашнехи тӗллевсем пирки округӑн культура секторӗн заведующийӗ Д.Н.Грибова каласа пачӗ. Вӑл пурне те апрелӗн 25-мӗшӗнче иртекен Ҫӗнтерӳ диктантне хутшӑнма чӗнчӗ. Н.Н.Галзанова вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене, «вӑрҫӑ ачисене» патшалӑх енчен уйӑракан пулӑшусемпе паллаштарчӗ.

Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин информаци кунне хутшӑнакан «Единая Россия» партин хастарӗсене, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсене, территори уйрӑмӗсен начальникӗсене, волонтерсене Ҫӗнтерӗве халалланӑ мероприятисене ирттернӗ чухне хастар пулма сӗнчӗ. Округри майӑн 9-мӗшӗнчи мероприятисем пирки кӗскен каласа пачӗ.  Мероприятисем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ирттернипе ҫеҫ вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Кӑҫал Раҫҫейре  Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсем пулнӑ май  2025 ҫул ытти паллӑ самантсемпе те асра юлӗ. Вӑрҫӑра пирӗн пуласлӑхшӑн пуҫ хунисене, тӑван тӑрӑха таврӑнсан мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнисене юбилей ҫулӗнче ҫеҫ мар, яланах асра тытма тивӗҫ. Паттӑрлӑхпа патриотизм темине тӗп вырӑна хуни паян, ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра,  татах та ытларах кирлӗ.

Ҫӗршыв пуласлӑхӗ экономика аталанӑвӗнчен килет. Пирӗн республикӑра ку енӗпе мӗнле ҫитӗнӳсем туни пирки округӑн ял хуҫалӑх, экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен  экономикӑпа инвестици диагностикин секторӗн заведующийӗ О.П.Козина паллаштарчӗ. Чӑваш республики чылай кӑтартупа Атӑлҫи федераллӑ округра ӳсӗмсем тунине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствӑна аталантарас, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене патшалӑх енчен пулӑшу парас тата ытти ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Ҫуллахи уяр та шӑрӑх ҫанталӑкра пушар тухас хӑрушлӑх ӳсет. Патшалӑх пушар  надзорӗн округри инспекторӗ А.А. Симуков ялсенче вут-ҫулӑмран сыхланас, халӑх хушшинче профилактика ирттерес енӗпе пурнӑҫламалли ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ.

Пӗрлехи информаци кунӗн ӗҫне ЧР спорт министрӗн ҫумӗ А.В.Степанов хутшӑнчӗ, кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе хӑйӗн шухӑшне палӑртрӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *