Вторник, 13 октября

Пилӗк ҫулти ӳсӗмсем курӑмлӑ

Пилӗк ҫулти ӳсӗмсем курӑмлӑ

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри организацисен ертӳҫисемпе регионӑн юлашки 5 ҫулти аталанӑвне тата малашлӑх валли плансене сӳтсе явнӑ.

Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, чӑрмавсем нумай пулнине пӑхмасӑр республика аван кӑтартусем тунӑ. Ҫакӑн ҫине, паллах, малта пыракан технологисемпе активлӑн усӑ курни, республика Правительствипе бизнес сферинче тӑрӑшакансем вӑйӗсене пӗрлештерсе ӗҫлени те витӗм кӳнӗ.

Республикӑн юлашки ҫулсенчи аталанӑвне РФ Президенчӗ Владимир Путин та ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче пысӑк хак панӑ. Регионӑн пӗтӗмӗшле продукчӗ 2 хута яхӑн, республика бюджечӗ 2 хутран ытла, регионта пурӑнакансен тупӑшӗсем те икӗ хута яхӑн  ӳснӗ. Пӗлтӗрхи экономика ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераллӑ округӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Промышленноҫа пулӑшасси 30 хут нумайланнӑ, индустрин тата промышленноҫӑн 13 паркне туса хунӑ. Ял хуҫалӑхне пулӑшу кӳресси те 120 процент ӳснӗ. Кашни гектар ҫӗр ҫине тивекен субсидисен шайӗпе республика Атӑлҫи федераллӑ округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑнать. Агропромышленноҫ комплексӗ шанчӑклӑн аталанса пыни ҫинчен ҫирӗплетсех калама пулать. 

Малашне тумалли ӗҫсене Чӑваш Республикин 2025—2030 ҫулсенчи социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑвӗн комплекслӑ программине кӗртнӗ. Ун тӑрӑх ҫӗнӗ йышши инфраструктура туса ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси — тӗп вырӑнта.

Тӗлпулура Олег Алексеевич промышленниксене республикӑн экономикине тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ, малашне те килӗштерсе ӗҫлени лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшнине шаннине палӑртнӑ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *