Вторник, 13 октября

Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем нумай ҫул  ӳсекен курӑксене сӳрелеҫҫӗ, апатлантараҫҫӗ, ҫуртыррисем акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.

Апрелӗн 17-мӗшӗ тӗлне округра 656 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акнӑ. Вӑл шутран%  «Урожай» колхоз, «Слава картофелю» агрофирма  пурӗ 96 гектар ҫурхи тулӑ, «Урожай» колхоз, «Родина» ООО, «Рассвет» ЯХПК 310 гектар урпа, «Слава», «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗсем, «Урожай» колхоз 170 гектар сӗлӗ, «Рассвет» ЯХПК тата «Урожай» колхоз 80 гектар пӑрҫа.

Ҫанталӑка кура кӗҫех ытти хуҫалӑхсем те акана тухӗҫ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *