Республикӑри ҫулсем юртан тасалса пӗтрӗҫ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗсенче юсав ӗҫӗсем пуҫлама хушнӑ. Асфальт хатӗрлекен заводсем продукци кӑларма тытӑннӑ. Ҫул-йӗр организацийӗсен вӑрӑмлатнӑ ӗҫ йӗркипе ӗҫлемелле.
Юлашки ҫулсенче республикӑра ҫулсене тата кӗперсене юсасси палӑрмаллах ӳснӗ. Ҫӗнӗ «Инфраструктура для жизни» наци проекчӗпе кӑҫал Чӑваш Енре 70 километр ҫулсене кирлӗ шая ҫитермелле, 3 кӗпере юсамалла.
Республикӑра ҫулсене юсасси малалла пырать.

