Ҫак кунсенче аннепе пӗртӑван Марфа аппан (Марфа Романовна Кокореван) хӗрӗ — Кӗҫӗн Каҫалта пурӑнакан Валентина Петровна Шалина 90 ҫул тултарать.
Валя йышлӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Пӗчӗкренех кил-ҫуртри ӗҫсене тума хӑнӑхнӑ — тирпей-илем кӗртнӗ, апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ. Вӑй ҫитнӗ таран выльӑх-чӗрлӗхне те пӑхнӑ, ытти ӗҫсене те тунӑ. Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче ҫу кунӗсенче ачасене уй-хирте тырӑ ҫумлаттарнӑ. Тӑрӑшса ӗҫленӗ вӗсем. Ял хуҫалӑх культурисене ҫумкурӑкран тасатни вара тырпул тухӑҫне ӳстерме пулӑшнӑ.
Кӗҫӗн Каҫалти 7 класс вӗренмелли шкула пӗтерсен Валентина Кокореван ӗҫ стажӗ пуҫланать. Малтанах вӑл районти инкубаторта ӗҫленӗ. Кунта икӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Оператор хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ чунпа пурнӑҫланӑ, чӗпсем йӗркеллӗ тухчӑр тесе хӑйӗнчен мӗн килнине пурне те тунӑ.
Ӑҫта кӑна ӗҫлемен-ши Валя? Канашри учстройра та тӑрӑшма тӳр килнӗ. Кунта ҫамрӑксем тӗрлӗ тавар тиесе килнӗ вакунсене пушатнӑ — цемент, хӑйӑр, алебастр тата ытти строительство материалӗсем. Вӗсене кӗреҫесемпе автомашинӑсем ҫине те тиенӗ, носилкӑсемпе те йӑтнӑ. «Пӗррехинче Анна Браницынапа иксӗмӗр ҫӗрӗпе пӗр вакун пушатрӑмӑр. Кӑштах ӗҫлетпӗр те канатпӑр. Питӗ хытӑ тарларӑмӑр. Тумтире пӑрсан шыв юхать, ҫапах та ирччен ӗҫе вӗҫлерӗмӗр», — аса илет иртнӗ кунсене хӗрарӑм. Вӑл пур ҫӗрте те тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ӗҫ хыҫҫӑн каҫсерен урама тухма та вӑхӑт тупнӑ. Ҫамрӑксем юрлама-ташлама юратнӑ. Уҫӑ та янӑравлӑ саслӑскер чылай яшӑн чун-чӗрине вут хыптарнӑ. Хӗр вара хӑй пекех юрӑ-ташӑ ӑстине, ялти чи лайӑх купӑсҫа — Илья Шалина кӑмӑлланӑ.
Пӗр вӑхӑт колхоз правленийӗ ҫамрӑксене килӗшӳпе Дубовкӑри кирпӗч заводне ӗҫлеме янӑ. Кунта хӗр 4 ҫул тӑрӑшнӑ. Кирпӗч те ҫапнӑ, чӗрӗ продукцие вагонеткӑсем ҫине тиесе кӑмакара типӗтнӗ. Мӗнпур йывӑрлӑха чӑтнӑ, тӳснӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче уй-хирте ырми-канми ӗҫленӗ. Бригадир ӑҫта хушнӑ, ҫавӑнта кайнӑ. Пур ҫӗрте те ыттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна ӗҫри ӳсӗмсемшӗн Хисеп грамотисемпе парнесем, медальсем панӑ.
1958 ҫулхи февралӗн 9-мӗшӗнче Кӗҫӗн Каҫалта чаплӑ туй кӗрленӗ: Валентина Петровнӑпа Илья Ермолаевич пӗрлешнӗ. «Тӗлӗнмелле хитре те килӗшӳллӗ мӑшӑр», — тенӗ туй халӑхӗ вӗсем ҫине ӑшшӑн пӑхса. Пурӑна-киле ҫемье те хушӑннӑ. Малтан Маша, каярахпа Ваня ҫуралнӑ.
Валентина Петровна колхозра тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх ферминче пӑрусем пӑхнӑ, ӗне те сунӑ… Ирхине 5 сехет валли ӗҫе кайнӑ та киле каҫхине ҫеҫ таврӑннӑ. Алӑран ӗҫ кайман. Каҫхине ҫӑм тасатнӑ, арланӑ, алса-чӑлха, кофтӑсем ҫыхнӑ. Вӑл вӑхӑтра ӗҫ укҫи сахал тӳленӗ. Унпа магазинтан тавар туянайман. Ҫавӑнпа ачасене килте ҫӗленӗ-ҫыхнӑ тумтир тӑхӑнтартнӑ.
Кил хуҫи колхозран районти сӗт-ҫу заводне сӗт турттарнӑ, тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ.
Шалинсем выльӑх-чӗрлӗх чылай усранӑ. Ачисене пӗчӗкренех ӗҫлеме хӑнӑхтарнӑ. Хӑйсем пекех ӗҫчен те тирпейлӗ пулччӑр, тенӗ. Ваня механизатор, хӗрӗсем Маша, Таня, Фаина, Ирина сутуҫӑ ӗҫне суйласа илнӗ.
«Пурнӑҫ пурӑнасси — уй урлӑ каҫасси мар», — теҫҫӗ халӑхра. Унта темӗн те пулать — лайӑххи те, начарри те. Чи пахи вара — яланах пӗр-пӗрне пулӑшасси. Ҫакна мӑшӑр асра тытнӑ. Пӗр-пӗрне каҫарма пӗлнӗ, ӑнланма тӑрӑшнӑ.
Кӗтне юханшывӗ хӗрринчи пысӑк та хӑтлӑ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Ывӑлӗпе мӑнукӗсен, кинӗсен, хӗрӗсен аллисем «ылтӑн». Акӑ, нумаях пулмасть вӗсем пӗр пӳлӗме ҫӗнӗ сӑн кӗртрӗҫ. Халӗ кунти мачча та, стенасем те тирпейлӗ. «Ара, ывӑлсем Лешӑпа Дима Мускава ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ те темӗн тума та пӗлеҫҫӗ. Пире те вӗрентеҫҫӗ», — тет Ваньӑн мӑшӑрӗ Тамара Викторовна.
Халӗ Валентина Петровнан 8 мӑнук, 15 мӑнмӑнук. Шел пулин те, мӑшӑрӗ ҫак куна курайман. Йывӑр чире пула 2011 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Валя аппана кинӗ, тӑванӗсем лайӑх пӑхаҫҫӗ. Тирпейлӗ хӗрарӑм ирех тӑрать, май килнӗ таран урама тухса кӗрет. Пурне те хӑй пекех вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма сунать. «Ырӑ ӗҫ нумайрах тӑвӑр, ҫынсене юратӑр, йывӑрлӑхра пулӑшӑр», — тет.
Зинаида СОЛОВЬЕВА.
Сӑн ӳкерчӗкре Валя аппа хӗрӗпе тата мӑнукӗпе.
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк.

