Иван Матросов журналист вӑрҫӑ темипе пысӑках мар «Ҫӗнтерӳпе кӗт, аннеҫӗм» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑччӗ. Унти пӗр ярӑмра хамӑр ентешсем: Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Чапкас ялӗнчи З.Зайдуллин, пирӗн районти Аслӑ Чурачӑкри Н.Степанов, Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи П.Северов, Канаш районӗнчи И.Иванов (ял ятне палӑртман) пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ.
Вӗсен шӑписем пӗреш келех пулнӑ иккен. Тӑваттӑшӗ те Шупашкарти аэроклубран вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Алма-Атари авиаци училищинче пӗлӳ илнӗ. Вӑрҫӑ пуҫланни пирки унтан васкавлӑ программӑпа вӗрентсе кӑларнӑ пулӗ. Йӑнӑшмастӑп пулсан, тен, ҫавӑнпах лейтенант мар, аслӑ сержант званине анчах панӑ. Тӑваттӑшне те хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑран училищӗре инструктор пулма уйӑрнӑ. Каярахпа ҫеҫ, хӑйсем ҫине-ҫинех фронта яма рапорт ҫырнине кура, 1941 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче каҫхи бомбардировщиксен 662-мӗш полкне (Ленинград патӗнчи Волхов хули ҫывӑхне) илсе кайнӑ.
Петр Северов — манӑн иккӗмӗш сыпӑкри пичче, йышлӑ ҫемьере (4 ывӑлпа 4 хӗр) 1923 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл шкула ҫичӗ ҫулта чухнех кайни ҫинчен йӑмӑкӗ каласа паратчӗ. Ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулне ҫӳренӗ. Амӑшӗ ҫак ялтанах пулнипе унӑн ҫывӑх тӑванӗсем патӗнче пурӑнма май килнӗ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра Петӗр сӑвӑсем те ҫырнине унӑн тепӗр йӑмӑкӗ каласа паратчӗ.
П.Северов авиаполкри чи лайӑх вӗҫевҫӗ пулнине ҫывӑх тӑванӗсем патне полк командирӗ В.Заплетнюк янӑ ҫырура та асӑннӑ. Вӑл летчик ҫар вӗҫевне 180 хутчен тухни, кирек мӗнле задание те ҫирӗп пурнӑҫласа таврӑнни ҫинчен хыпарлать. Юлташӗ Н.Степанов Петр Северовӑн юлашки ҫапӑҫӑвӗ ҫинчен унӑн йӑмӑкне акӑ мӗн пӗлтернӗ: «1942 ҫулхи март уйӑхӗн 21-мӗшӗнче П.Северов тӑшман позицийӗсем ҫийӗн вӗҫсе бомбӑсем пӑрахнӑ. Тӑваттӑмӗш задание пурнӑҫланӑ чухне унӑн штурманне амантнӑ. Вӑл тепӗр хут тӳпене пӗчченех ҫӗкленнӗ, задание ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Таврӑннӑ вӑхӑтра тул ҫутӑлса пынӑ ӗнтӗ. Тӑшманӑн питӗ кирлӗ объекчӗсем ҫине бомба пӑрахнӑ вӑхӑтра ӑна хӑйне те амантнӑ пулӗ. Аэродрома ҫитиччен ун ҫине икӗ «Мессершмит-109» тапӑннӑ. Самолет бакӗнче бензин пӗтнӗпе пӗрех пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсене хирӗҫ тӑрайман. Ҫитменнине аманнӑскерӗн вӑйӗ те юлман. Хӑйне фашистсем атакӑланине курса тӑрса самолетне ҫӗр ҫине антарса лартма тивнӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна тепӗр хут амантнӑ. Самолетне вӑл хӑтарса хӑварнӑ, хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлайман».
Ӑна Новгород облаҫӗнчи Белая гора ялӗн масарне пытарнӑ. Ҫак синкерлӗ кунччен ку ялта авиаполк ушкӑнӗ (вӑл шутра П.Северов та) ҫав ялти карчӑк патӗнче хваттерте тӑнӑ. Каярахпа ҫав кинемей шӑллӗ летчика хӑй аллипе шӑтӑк чавса пытарни ҫинчен каласа панӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 40 ҫул ҫитсен, 1985 ҫулта, 662-мӗш авиаполкӑн ветеранӗсен оргкомитечӗ Петр Северовӑн тӑванӗсене тӗлпулӑва чӗнсе янӑ. Унӑн икӗ шӑллӗ — Алексейпе Валентин (вӑл та вӗҫевҫӗ пулнӑ), йӑмӑкӗ Зина тата Алексейӑн 10-мӗш класра вӗренекен хӗрӗ Галина унта кайса килнӗ. Вӑл вӑхӑтра вырӑнти шкулта пионер дружини те П.Северов ячӗпе хисепленсе тӑнӑ.
Ан тив, паттӑр ята тивӗҫеймен вӑл, анчах та ҫӗршыври фронтра пулнӑ миллионшар салтак пекех ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн пурнӑҫне хӗрхенмен. Ҫак статья уншӑн ман ятпа астӑвӑм кӑшӑлӗ вырӑнне пултӑр.
Вениамин Северов.

