Комсомольски тата Елчӗк муниципаллӑ округсенче шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗн сотрудникӗсем мартӑн 4—6-мӗшӗсенче «Должник» профилактика операцийӗ ирттернӗ.
Ун тӗп тӗллевӗ административлӑ право йӗркине пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ ҫынсенчен парӑмӗсене шыраса илесси пулнӑ. Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 20.25 статйин 1-мӗш пайӗ штрафсене вӑхӑтра тӳлеменшӗн парӑмӑн икӗ виҫи чухлӗ (анчах та пин тенкӗрен кая мар) шыраса илме е 15 талӑка арестлеме, е 50 сехет таран ӗҫлеттерме ирӗк парать.
Операци вӑхӑтӗнче 13 парӑмҫӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Округра пурӑнакан парӑмлӑ ҫынсене штрафсене вӑхӑтра тӳлеме ыйтатпӑр.
Э.Небиуллина,
шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан инспекторӗ.

