Вторник, 13 октября

Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук

Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук

Февралӗн 15-мӗшӗнче Тӑван чӗлхе кунне, Раҫҫей Федерацийӗнчи Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ «Иртнисӗр малашлӑх ҫук» республика шайӗнчи 3-мӗш фестиваль иртнӗ. Унта Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш, Асанкасси, Хирти Явӑш, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел тата Нӗркеҫ вӑтам шкулӗсен ачисем хастар пулнӑ.

«Ай, ташлар-и ташшине…» ӑмӑртура Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем чӑваш ташши ташласа 1-мӗш вырӑн, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи ачасем 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

«Ҫемье йӑли-йӗрки — ҫирӗп ҫемье никӗсӗ» ӑмӑртура Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи «Илем» ушкӑн чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартса  2-мӗш вырӑна тухнӑ.

«Халӑх юрри — чунӑм уҫҫи» ӑмӑртура Асанкасси, Хирти Явӑш, Нӗркеҫ юрӑҫисем 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

«Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» ӑмӑртура Асанкасси ачисем 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

«Мухтав сана, ҫӗнтерӳҫӗ салтак» ӳкерчӗксен куравӗнче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен Вика Потапова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Фестивальте ӑмӑртусем кӑна мар, экскурсисем, ӑсталӑх лаҫҫисем те хаваслӑ иртнӗ. Пирӗн округри вӗрентекенсем уҫӑ уроксен конкурсне тата ӑстаҫӑсен лаҫҫине хутшӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *