Тӗлӗнмелле хӑюллӑ паттӑр ентешсенчен пӗри — Нӗркеҫ ялӗнче 1918 ҫулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ Михаил Никитич Юманков летчик-бомбардировщик. Ял ачи мӗн пӗчӗкренех ӗҫе юратса, ашшӗ-амӑшне пулӑшса ӳснӗ.
Шӑпа ҫамрӑк каччӑна Мускав облаҫне илсе ҫитерет, унӑн ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтне лекет. 1940 ҫулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче ӑна Кунцевӑри район ҫар комиссариачӗ урлӑ хӗсмете илеҫҫӗ. 1941 ҫулта Азербайджан ССРӗнчи Кировоград хулинче летчиксене хатӗрлекен шкула «отлично» паллӑпа вӗренсе пӗтерет.
Тӗрлӗ ҫулсенчи награда хучӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн хамӑрӑн ентеш ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме май килчӗ. 1941 ҫулхи июль уйӑхӗнчен пуҫласа Кавказ, Ҫурҫӗр Кавказ, Ленинград, Брянск, 1-мӗш Белорусси фрончӗсенче пулни палӑрчӗ. 1942 ҫулта М.Юманкова ВКП(б) членне илнӗ, вӑл вӑхӑтра хӑюллисене ҫеҫ парти ретне сӗннӗ. Вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче Кавказри ҫар округӗнче 83-мӗш инҫет бомбардировка авиаци полкӗнче 26-мӗш бомбардировка авиаци дивизийӗн йышӗнче хаяр тӑшмана тӗп тунӑ.
1943 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнчи ҫамрӑк летчик 8 хут ҫапӑҫура пулнӑ хыҫҫӑн ҫырнӑ приказра ҫапла сӑмахсем пур% «Аслӑ сержант, 2-мӗш авиаци эскадрилья летчикӗ, Михаил Никитич Юманков, 1942 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче экипажпа пӗрле Маровка ялӗнче нимӗҫ салтакӗсем пыракан пӗр автомашинӑна аркатнӑ. Сывлӑшри ҫапӑҫура тӑшманӑн 4 истребителӗпе тӗл пулнӑ, икӗ ҫӗртен аманнӑ летчик ҫунакан самолета хамӑр территорине антарса лартма вӑй-хал ҫитернӗ, хӑйне те, экипажа та ҫӑлса хӑварнӑ». Ҫакӑншӑн ӑна «Хӑюлӑхшӑн» медаль парса чысланӑ.
1944 ҫулхи июнӗн 11-мӗшӗнче звено командирне, лейтенанта, летчике награда парас тӗллевпе 815-мӗш инҫет бомбардировка авиаци полкӗнче хатӗрленӗ награда хучӗ ҫинче ҫапла ҫырса кӑтартнӑ: Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче 14 хутчен ӑнӑҫлӑ вӗҫевре пулнӑ. Ленинград фронтӗнче Карел пымакӗнче (перешеек) тӑшман оборонине татнӑ вӑхӑтра 3 ҫапӑҫу вӗҫевӗнче 9 самолетран тӑракан звенона ертсе пырса нимӗҫсен малти лининчи ҫирӗплетнӗ вырӑнӗсене бомбӑсем пӑрахса ҫунтарнӑ.
Ҫанталӑк условийӗсене пула лайӑх курӑнман вӑхӑтра питӗ аял ҫуллӗшӗнче вӗҫсе пырса Бело-Островски районӗнче тата Раясри станцире 300—700 метрта вырнаҫнӑ фашистсем ҫине бомбӑсем пӑрахса задание пурнӑҫланӑ. Сӑн ӳкерчӗксем бомбӑсене шӑпах кирлӗ ҫӗре пӑрахнине кӑтартса панӑ. Тӑшман оборонине татса пирӗн салтаксем малалла кайнӑ, ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартнӑ». 1944 ҫулхи июнӗн 16-мӗшӗнче М.Юманков пӗрремӗш «Хӗрлӗ Ялав» орденне алла илет.
1945 ҫулхи майӑн 10-мӗшӗнче Михаил Никитича иккӗмӗш хутчен «Хӗрлӗ Ялав» орденӗ парса хакланӑ, награда хучӗ ҫинче ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Аслӑ лейтенант, звено командирӗ, 1941 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче алӑран аманнӑ. Вӗҫевре тӗрлӗрен самолетсемпе пурӗ 378 сехет пулнӑ, вӗсенчен ҫӗрле — 20 сехет. Вӑл ертсе пынипе тӑхӑр самолетран тӑракан звено 45 хутчен ӑнӑҫлӑ вӗҫев ирттернӗ, ҫар заданийӗсене пурнӑҫласа 92 хутчен сывлӑшра пулнӑ. Пӗр ҫухатусӑр вӗҫсе 124 тонна бомба пӑрахнӑ, нихӑҫан та бомбӑсене каялла илсе килмен, хушнӑ заданисене яланах пурнӑҫланӑ.
Вӑл кӗске вӑхӑтра хӑйӗн экипажне ҫӗнӗ Ту-2С самолетпа вӗҫме хатӗрленӗ, звенона лайӑх йӗркелесе фронтри аэродрома илсе ҫитернӗ.
1-мӗш Белорусси фронтӗнче 4 ӑнӑҫлӑ вӗҫевре тӑхӑр самолетран тӑракан звенона ертсе пырса Берлин центрӗнчи ҫар объекчӗсене аркатнӑ, бомбӑсене шеллемен. Ирсӗр тӑшман йӑви саланнӑ.
Дисциплинӑна пӑхӑнать, юлташӗсем командира хисеплеҫҫӗ».
1945 ҫулхи август — сентябрь уйӑхӗсенче Яппун вӑрҫине те хутшӑннӑ, ӑна аслӑ лейтенант званийӗпе вӗҫленӗ. Хӗвеланӑҫ фронтӗнче 83-мӗш инҫет бомбардировка авиаци полкӗнче службӑна малалла ирттернӗ, пуян ҫар опычӗпе ҫамрӑк летчиксене паллаштарнӑ. 1958 ҫулта ҫартан капитан званийӗпе таврӑннӑ.
Пирӗн паттӑр ентеш-летчик тата ҫакӑн пек наградӑсем илме пултарнӑ: «За оборону Севастополя» (22.12.1942 ҫ.), «За оборону Кавказа» (01.05.1944 ҫ.), «За оборону Советского Заполярья» (05.12.1944 ҫ.), «За взятие Берлина» (09.06.1945 ҫ.), «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» (09.05.1945 ҫ.), «За победу над Японией» (30.09.1945 ҫ.), «За боевые заслуги» (15.11.1950 ҫ.) медальсем тата «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» (26.10.1955 ҫ.), Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлӗ орденӗсем (06.04.1985 ҫ.).
Михаил Никитич Тӑван ҫӗршыва юратни, тӗллев патне ӑнтӑлни, шанчӑклӑ тус, пултаруллӑ командир пулни паянхи ҫамрӑк ӑрушӑн кӑтартуллӑ тӗслӗх пулмаллах. Тӑван халӑх, ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ паттӑрсене яланах асра тытатпӑр!
Павел Зайцев,
ЧР халӑх академикӗ.

