Вторник, 13 октября

Чӑваш халӑх уявӗсене кӑтартатпӑр

Элпуҫ ял библиотеки кӗнекесемпе пуян. Унта чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ литература та чылай. Акӑ, «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Ача-пӑча фольклорӗн пуххи» кӗнекере сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен хайлавсемпе, ача-пӑчан  вӑйӑ юрӑ тӗслӗхӗсемпе, пӗчӗккисене вӗрентес тӗллевпе каланӑ  ваттисен каларӑшӗсемпе тата ытти материалпа та паллашма пулать. Унти хайлавсене сцена ҫинче те выляса кӑтартма меллӗ.

Ачасене ҫав йӑла-йӗркесемпе туллинрех паллаштарас, вӗсен асӗнче хӑварас тӗллевпе Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемпе «Сурхури уявӗ» йӗркелерӗмӗр. Ку уяв ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче, январь уйӑхӗнче пулать.  Ҫавӑнпа та чӑваш халӑхӗн уявӗсемпе паллаштарма унран пуҫларӑмӑр.

Малтанах  ачасене  сӑнарсем суйласа илме пулӑшрӑмӑр. Вӗсене уҫса пама хатӗрлерӗмӗр. Сурхурине кӑтартнӑ чухне ачасем килрен-киле ҫӳресе хӑйсен пулас мӑшӑрӗн ятне ыйтнине,  кун таврӑннишӗн савӑнса юрласа ташланине, кил хуҫисем вӗсене тав туса пӑрҫа сапнине тата  ыттине те сӑнласа пама тӑрӑшрӗҫ.  Сурхури ачисем вырӑнӗнче хӑйсем пулса курни шкулта вӗренекенсен асӗнче нумайлӑхах юласса шанатпӑр. Ку уява кӑтартни вӗсен кӑмӑлне кайрӗ. Апла пулсан ытти праҫниксене те кӑтартма хатӗрленӗпӗр.

Наталия Павлова,

библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *