Январӗн 27—28-мӗшӗсем пирӗн округ историйӗнче паллӑ пулӑмсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Шӑпах ҫак кунсенче 1921 ҫулта Аслӑ Каҫал ялӗнче хресченсен пысӑк пӑлхавӗ пулса иртнӗ. Кун пирки юлашки ҫулсенче район хаҫатӗнче чылай материал пичетленчӗ. Пӑлхав вӑхӑтӗнче вилнӗ В.С.Аржанухина, К.И.Кречетниковӑна, С.С.Новикова, Д.Д.Павлова, А.В.Соловьева, К.Е.Петропавловскине асӑнса Комсомольскинче палӑк пур. Анчах та ун ҫинче А.С.Максимов ячӗ ҫук.
Александр Семенович Аслӑ Каҫал ялӗнче 1886 ҫулта ҫуралнӑ. Пуян пурӑнакан ҫын пулнӑ вӑл. Аслӑ Каҫалти пасара тата хупахсем тытса тӑнӑ. Пасар лаптӑкӗнчех хӑй укҫипе хресченсем валли часовня та туса лартнӑ. Ялта ытти ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсем те нумай тунӑ. «Чаппан вӑрҫи» вӑхӑтӗнче вулӑсри кооператив председателӗнче ӗҫленӗ. Вӑл чиркӳ ҫывӑхӗнче пурӑннӑ. Пуян пулнипе хресченсем ӑна курайман. Кунсӑр пуҫне ҫитес ҫураки валли вӑрлӑх пуҫтарас енӗпе те хастар ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та халӑх чи малтанах ӑна вӗлернӗ. Кунтах хӳтлӗх тупас тесе тарса пынӑ икӗ комсомолецӑн та урса кайнӑ хресченсен аллинче пурнӑҫӗсем татӑлнӑ. Ун хыҫҫӑн халӑх ушкӑнӗ шкул патне кайнӑ. Вӑл кун семинар пулнӑ та пуҫтарӑннисем саланса пӗтнӗ. Унта вӗрентӳ пайӗн заведующине Д.Павлова, К.Кречетниковӑпа К.Петропавловскине вӗлернӗ.
Йӗпреҫрен килнӗ 150 салтаклӑ отряд малтанхи кунах вулӑс кантурӗнче пулнӑ хресченсене тӗпчесе тӑмасӑрах персе вӗлернӗ. Ун хыҫҫӑн та ку ӗҫ чарӑнман. Эпӗ шутласа пӑхнӑ тӑрӑх 60 ытла хресчен пурнӑҫне татнӑ. 40 ытла ҫынна, вӑл шутра хӗрарӑмсене те, репрессиленӗ, ӗҫлесе юсанмалли лагерьсене тӗрлӗ вӑхӑта ӑсатнӑ. Персе вӗлернӗ ҫынсене чиркӳ йӑли-йӗркине тумасӑрах Кӗтне юханшывӗн тепӗр енне выльӑх масарӗ ҫывӑхне пытарнӑ. Вӗсенчен мӑсӑльман тӗнӗпе пурӑннӑ Урмаелӗнчи 35 тутар, 26-шӗ православи тӗнне ӗненнӗ ҫынсем пулнӑ. Вӗсене пурне те пӗр шӑтӑка пытарнӑ.
1922 ҫулта пӑлхава хутшӑннӑ хресченсем, персе вӗлернисем те, амнистие лекнӗ. 1991 ҫулхи октябрӗн 18-мӗшӗнчи «Политика репрессийӗнче инкек курнисене реабилитацилесси ҫинчен» саккунпа вӗсен таса ячӗсене тавӑрнӑ. 2006 ҫулта ку енӗпе Чӑваш Республикин влаҫ органӗсем те йышӑну тунӑ. Реабилитаци тунӑ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци тӳленӗ. Октябрӗн 30-мӗшне Политика репрессийӗнче инкек курнисен кунӗ тесе палӑртнӑ.
2015 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче РФ правительстви «О концепции государственной политики по увековечению памяти жертв политических репрессий» йышӑнӑвӗнче политика репрессийӗсене пула нумай ҫын пытарнӑ ҫӗрте асӑну вырӑнӗсем тумалли ҫинчен каланӑ. Ку темӑпа ҫыхӑннӑ архиври документсемпе ирӗккӗнех паллашма май туса памаллине тата ытти ыйтусене ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Ку ыйтупах маларах, 2009 ҫулта Д.А.Медведев Президент та хӑй шухӑшне пӗлтернӗччӗ. Вӑл политика репрессийӗсене пула вилнӗ ҫынсен вилтӑприсене, нумай ҫын вӗлернӗ вырӑнсене тупас енӗпе малалла ӗҫлемеллине палӑртнӑччӗ. Вӑл тӗлте асӑну вырӑнӗсем тумалли ҫинчен асӑннӑччӗ.
«Чаппан вӑрҫи» пуҫланнӑ Шемшер вулӑсӗнче (халӗ Шупашкар округӗ) 2016 ҫултах персе вӗлернӗ ҫынсен юлашкисене тӗн йӑли-йӗркипе тепӗр хут пытарнӑ. Канаш округӗнчи Сиккасси ялӗнче пӑлхавра вӗлернисене пытарнӑ вырӑнта асӑну хӗресӗ тата вӗсен ячӗсене ҫырнӑ палӑк-стела вырнаҫтарнӑ.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтри пӑлхавра Аслӑ Каҫал тата ҫывӑхри ялсенчи хресченсем те чылайӑн шар курнӑ. Апла пулсан пирӗн те ним айӑпсӑр шар курнӑ ҫынсене манса каймалла мар. Вӗсене пытарнӑ ҫӗрте асӑну вырӑнӗ пулсан аван.
Валерий Павлов,
таврапӗлӳҫӗ.

