Вторник, 13 октября

Асламӑшӗн наградине – мӑнукне

Январӗн 20-мӗшӗнче райпора ҫавра сӗтел тавра тӗлпулу иртрӗ. Унта Екатерина Павловна Волкован (Казакован) тӑванӗсемпе ӗҫтешӗсем пуҫтарӑнчӗҫ, ҫав шутра: мӑнукӗ Павел, пӗртӑванӗ Петр, ытти ҫывӑх ҫыннисем, райпо ӗҫченӗсем, ветеранӗсем. Вӗсем пулни-иртнине аса илчӗҫ, тӗрлӗ ҫулсенчи сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе паллашрӗҫ. Екатерина Павловна потребительсен кооперацийӗн историйӗнче курӑмлӑ йӗр хӑварнӑ. Пӗлтӗрхи октябрь уйӑхӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ.

Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл «Красный Октябрь» колхозра ӗҫлеме пикеннӗ. Шӑпа ӑна пирӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене илсе ҫитернӗ. Вӑл Оренбург облаҫӗнчи Орск хулинче каменщицӑра, кӗнеке магазинӗнче кассирта, ресторанта лоточницӑра, Красноводск хулинчи 5 №-лӗ автобазӑра диспетчерта ӗҫленӗ. 1959 ҫулта пурнӑҫне Комсомольски райповӗпе ҫыхӑнтарнӑ, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех унта вӑй хунӑ. Шупашкарти суту-илӳпе коопераци шкулӗнчен вӗренсе тухса Аслӑ Ҫӗрпӳел магазинӗнче сутуҫӑра ӗҫлеме пикеннӗ, унтан магазин заведующийӗ пулнӑ. Вӑл яланах пӗлӳ патне туртӑннӑ, 1972 ҫулта Шупашкарти коопераци техникумне вӗренсе пӗтерсе «бухгалтер» дипломне алла илнӗ. Тӑрӑшуллӑскер, карьера картлашки тӑрӑх хӑпарса пынӑ. Кассир, Йӑвашкел тата Тукай суту-илӳ пӗрлешӗвӗсен директорӗ, обществӑлла апатлану тытӑмӗн директорӗ пулнӑ. Ӑна чи яваплӑ ӗҫе — кадрсемпе ӗҫлессине шаннӑ. Ҫапла вӑл райпо председателӗн кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑнӑ. Пур ӗҫре те вӑл пысӑк яваплӑхпа вӑй хунӑ, ҫамрӑксемпе те, аслӑ ӳсӗмрисемпе те ҫӑмӑллӑнах пӗр чӗлхе тупнӑ.

Екатерина Павловна ывӑл, Володя, ҫуратса  ӳстернӗ (паянхи кун вӑл пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ), унӑн икӗ мӑнук, мӑнмӑнуксем те пур. Вӗсенчен пӗри — шӑпах мӑн асламӑшӗ сӑнлӑ, ун пекех правур та ҫивӗч ӑслӑ.

Екатерина Волкова обществӑлла ӗҫе те хастаррӑн хутшӑннӑ, ӑна профком председательне, юлташла суд председательне, ӗҫ тавлашӑвӗсене татса паракан комиссин председательне суйланӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та вӑл райпо ветеранӗсен канашне ертсе пынӑ.

Потребительсен кооперацийӗн тытӑмӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӑна Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ, 1970 ҫулта районӑн Хисеп кӗнекине, ҫавӑн пекех ветерансен юхӑмӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ. Вӑл «Отличник Советской потребительской кооперации» палла, «Раҫҫейри потребительсен кооперацин аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн» ордена, «Раҫҫейри потребительсен кооперацине 180 ҫул» медале тивӗҫнӗ. Шел пулин те, ҫак медале ӑна пурӑннӑ чухне парса ӗлкӗреймен.

Мероприятире райпо канашӗн председателӗ  Светлана Грачева асӑннӑ медале Екатерина Волкован мӑнукне Павела пачӗ, асламӑшӗн ырӑ ятне тивӗҫлӗ пулма, ӑна хисеплеме, унпа яланах мӑнаҫланма сунчӗ. Пуҫтарӑннисем Екатерина Павловнӑна аса илсе чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ. М.И.Самарина вӗсем Комсомольски вӑтам шкулӗнче пӗрле вӗреннине, унтан райпора пӗрле ӗҫленине, пӗр-пӗрне пурнӑҫ тӑршшӗпе пулӑшса пынине аса илчӗ. Ҫавӑн пекех С.Ф.Кокорева, З.А.Коротина, «Торговый дом» суту-илӳ ҫурчӗн директорӗ И.В.Кочанова, Н.Д.Демина сутуҫӑ асаилӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ.

Екатерина Павловнӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем ӑна манманшӑн, хисеплесе пуҫтарӑннӑшӑн пурне те чӗререн тав турӗҫ, райпо коллективне ӑнӑҫлӑн ӗҫлеме сунчӗҫ.

Светлана Кокорева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *