12—13-мӗшӗсенче Урмаел вӑтам шкулӗнче «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2024» конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Г.М.Хайртдинова ҫӗнтернӗ.
15—17-мӗшӗсенче Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ иртнӗ. Пирӗн округра пурӑнакан списока кӗртнӗ суйлавҫӑсен 96,7 проценчӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Владимир Путиншӑн (89,77 процент) сасӑланӑ.
27-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Театр кунне халалласа «Театральная рампа» конкурс-фестиваль иртнӗ.
Апрель (Ака)
Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем Мускавра иртнӗ «Смотр строя и песни. Марш Победителям!» конкурса хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенчи 35 команда хушшинче тупӑшса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
12-мӗшӗнче «Сельский перепляс — 2024» конкурс-фестиваль иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсенчи ҫамрӑк артистсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
13-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ҫуллахи спорт сезонне уҫнӑ.
Чӑваш наци библиотекин «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче РФ педагог-художникӗсен професси ӑсталӑхӗн регионсем хушшинчи «Человек и малая родина» конкурс-выставкӑра пирӗн округри искусствӑсен шкулӗнче ӗҫлекен Надежда Абдюшева «Лучший педагог-художник» хисеплӗ паллӑна тивӗҫнӗ.
14-мӗшӗнче Комсомольскинче Хӗрес ҫулҫӳревӗ иртнӗ.
18-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министрӗ Д.Н.Патрушев Чӑваш Республикинче пулнӑ. Вӑл пирӗн округри «Слава картофелю» агрофирмӑн ҫӗрулми вӑрлӑхӗ туса илекен базине те ҫитсе курнӑ.
26-мӗшӗнче Хырхӗрри ялӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Сергей Новиков пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Май (Ҫу)
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 79 ҫул ҫитнине халалласа округра чылай мероприяти йӗркеленӗ.
13—17-мӗшӗсенче округра «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Александровка тӗп шкулӗн команди «Зарница», Комсомольски вӑтам шкулӗн ҫамрӑк армеецӗсем «Орленок» вӑйӑсенче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
25-мӗшӗнче Урмаел ялӗнче Сабантуй уявӗ иртнӗ. Унта округра пурӑнакансемпе пӗрле савӑнма хӑнасем чылайӑн килсе ҫитнӗ.
Июнь (Ҫӗртме)
1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа округра чылай мероприяти пулса иртнӗ. Ҫак кун «Аслисем — ачасене» акци ӗҫлеме пуҫланӑ.
8-мӗшӗнче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра Евгений Игонин таврапӗлӳҫӗн «Покорители «Дикого поля». Дорога к храму» кӗнекен презентацийӗ иртнӗ.
10-мӗшӗнче пирӗн округра Пермь гуманитари институчӗн ӗҫченӗсен фольклорпа этнографи экспедицийӗ пулнӑ. Вӗсем Тукай, Александровка территори уйрӑмӗсенчи ялсене ҫитсе курнӑ.
Тутар Шурут ялӗнчи ФАП (заведующийӗ Н.Н.Крылова) республикӑри «Чи лайӑх фельдшерпа акушер пункчӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.
14-мӗшӗнче округри тӗрлӗ тытӑмлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе агрономӗсем калчасем мӗнле шӑтнине тӗрӗслеме хирсене тухнӑ.
Комсомольскинчи «Тимоша» ҫӑлкуҫ «Родники России — родники Чувашии» республикӑри фестивальте «Чӑваш Республикинчи чи тирпейлӗ ҫӑлкуҫ» шутне кӗнӗ.
29-мӗшӗнче округра Акатуй уявӗ иртнӗ. Ӑна Комсомольски районне (округне) туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.

