Вторник, 13 октября

Кӑмӑлтан пулӑшаҫҫӗ

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр», — теҫҫӗ округра пурӑнакансем. Ҫӗнӗ ҫул пуҫлансанах территори уйрӑмӗсенче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе малалла ӗҫлеме пуҫланӑ. Ял ҫыннисем маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, дронсенчен сыхланмалли утиялсем ҫӗлеҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ. Ӑшӑ тумтирсемпе, строительство материалӗсемпе, ҫарта усӑ курмалли техника хатӗр-хӗтӗрӗпе, медикаментсемпе тивӗҫтерес тесе те тимлеҫҫӗ. Шкул ачисем ҫырнӑ ҫырусем салтаксен чун-чӗрисенче ӑшӑ туйӑм ҫуратма пулӑшаҫҫӗ. Ялсенче пурӑнакансем аякри ентешӗсене ҫӗнтерӳпе таврӑнма ӑнӑҫу сунаҫҫӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тав туни ҫынсене хавхалантарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *