Вторник, 13 октября

Икӗ хут салют парса асӑнӗҫ

Икӗ хут салют парса асӑнӗҫ

1943 ҫулхи январӗн 13-мӗшӗнче Ленинград блокадине татас енӗпе «Искра» операци пуҫланнӑ. Анчах ӑна татма вара тепӗр ҫултан ҫеҫ, январӗн 27-мӗшӗнче май килнӗ. Ҫак куна федераллӑ саккунпа Раҫҫей Ҫар Мухтавӗн кунӗ тесе палӑртнӑ. Смольнӑйтан палӑртнӑ тӑрӑх ҫак кун икӗ хутчен салют парса асӑнаҫҫӗ. Малтан кӑнтӑрла тӗлӗнче Петропавловск крепоҫӗнчи Нарышкин бастионӗнче тупӑран персе салют параҫҫӗ. Каҫхине 21 сехетре ҫав крепоҫранах 12 орудирен 30 хутчен залп янӑрӗ, фейерверксем пулӗҫ.

Ленинград блокади Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ историйӗнче паллӑ вырӑн йышӑнать. Вӑл 1941 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче пуҫланнӑ, 1944 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнче ҫеҫ хулана ирӗке кӑларнӑ. 872 кун ҫак хулари халӑх блокадӑра асапланнӑ. Йывӑр условисенче пурӑнса 1093842 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Апат-ҫимӗҫ пулманни, хӗллехи сивӗ хваттерсем, кивӗ тумтир, чир-чӗр сарӑлни тата ытти сӑлтавсем вилӗм патне илсе пынӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *