Воскресенье, 16 июня

Хирте ӗҫ вӗрет

Хирте ӗҫ вӗрет

Округри ял-хуҫалӑх предприятийӗсенче ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫанталӑк лайӑх тӑнине кура хуҫалӑхсем пӗтӗм ӗҫе вӑхӑтра туса ӗлкӗрме тӑрӑшаҫҫӗ.

Майӑн 23-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсем пурӗ 8839 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса хӑварнӑ. Ҫавӑн пекех 987 гектар ҫинче рапс, 249 гектар горчица («Слава картофелю» агрофирма, 225 гектар хӗвелҫаврӑнӑш (Хайртдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ тата «Дружба» ЯХПК), 818 гектар куккурус, 20 гектар нимӗҫ пӑрҫи (Шарафутдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ, «Кызыл сабанча»), 270 гектар ҫӗрулми, 20 гектар кишӗр («Комсомольские овощи» агрофирма) акнӑ.

Хуҫалӑхсем 1207 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 150 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *