Воскресенье, 16 июня

Килтех сыр пӗҫерет

Килтех сыр пӗҫерет

Хальхи вӑхӑтра хӑйӗн ӗҫне пуҫарас текенсен патшалӑхпа социаллӑ контракт ҫырса пулӑшу илме май пур. Ираида Николаевна та сыр пӗҫерес ӗҫе пикенме шут тытсан ҫак майпа усӑ курма шутланӑ, бизнес-план хатӗрлесе социаллӑ пулӑшу паракан центра тӑратнӑ. Унӑн бизнес-планне пысӑк хак панӑ, ҫапла вӑл пӗлтӗрхи сентябрь уйӑхӗнче соцконтракт ҫырса хӑйӗн ӗҫне уҫма патшалӑхран пулӑшу илнӗ. Ӗнесем туянса ӗҫе йӗркелесе янӑ.

Ӗҫчен алӑ ӗҫ тупать, теҫҫӗ халӑхра. Ӗҫчен те пултаруллӑ, вӑр-вар та тӑрӑшуллӑ ҫынсем ҫинче ял тытӑнса тӑрать. Темпе те интересленекен, ҫӗнӗлӗхсене алла илме хӑраман, пур ӗҫ валли те вӑхӑт тупакан ҫынсем пирӗн хушӑра чылай. Вӗсенчен пӗринпе — Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Ираида Алексеевӑпа паян хаҫат вулаканӗсене паллаштарас килет. Вӑл Шурут шкул библиотекинче ӗҫленӗпе пӗрлех килте сыр пӗҫерет.

— Паянхи кун пирӗн сӑвӑнакан икӗ ӗне, тата кӳршӗсенчен те сӗт туянатпӑр. Талӑкне 100 литр таран сӗтрен тӗрлӗ юр-вар хатӗрлетпӗр. Хальлӗхе пирӗн ассортиментра 9 тӗрлӗ сыр, ҫав шутра: моцарелла, качотта, ҫивӗт евӗр сыр, Адыгея сорчӗ тата ыттисем те. Унсӑр пуҫне хӑйма, тӑпӑрчӑ, шӑратнӑ ҫу туса сутатпӑр, — паллаштарать ӗҫ-хӗлӗпе пултаруллӑ хӗрарӑм.

Ӗҫре ӑна хӗрӗ Кристина питӗ пулӑшать. Вӗсем хатӗр продукцие Комсомольскинче, Канашра, Шупашкарта сутаҫҫӗ. Килти сыра пӗрре туянса, тутанса курнӑ ҫынсем татах та татах заказ параҫҫӗ, хӑшӗсем килне пырсах илсе каяҫҫӗ.

Сыр туянас текенсем нумай пулнине кура Ираида Алексееван производствӑна анлӑлатас шухӑшсем те пур, анчах хальлӗхе вӑхӑт ҫитменни пӗтерет: шкул ӗҫӗ те чылай тимлӗх ыйтать-ҫке.

— Хальхи вӑхӑтра социаллӑ контрактпа усӑ курма май пулни питӗ лайӑх тесе шутлатӑп. Хӑш-пӗр ҫынсен харпӑр ӗҫне пуҫарма шухӑшӗ пур, анчах укҫи-тенки ҫитменни пӗтерет. Кун пек чухне ҫӗнӗ ӗҫ пуҫарасси те хӑратать. Патшалӑх пулӑшӑвӗ вара ыранхи куна шанчӑкпа пӑхма, ҫӗнӗ ӗҫре ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Ял ҫыннисемшӗн вӑл уйрӑмах лайӑх тесе шутлатӑп. Ялта пурӑнса выльӑх-чӗрлӗх усраса тупӑш илме пӗтӗм май пур-ҫке-ха, — уҫать шухӑшне И.Н.Алексеева.

Хуть те хӑш ӗҫе килӗштерсе, чунтан пурнӑҫласан вӑл ӑнса пырать, ӳсӗмсемпе савӑнтарать. Апат-ҫимӗҫ янтӑлассинче вара ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ӗҫе юратса пурнӑҫланӑран ӗнтӗ Ираида Николаевна пӗҫерекен сырсем лавккаринчен те тутлӑрах пулса тухаҫҫӗ.

Пултаруллӑ хӗрарӑма малашне те хӑй пуҫарнӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем тума, халӑха тутлӑ юр-варпа савӑнтарма ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *