Понедельник, 17 июня

Пултаруллӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ

Пултаруллӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ

Н.И.Минетуллова шкулта географи предметне вӗрентет. Конкурссенче вӑл пӗрре мар лайӑх енчен палӑрнӑ. Кӑҫал та Нурзида Имаметдиновна «Социальный педагог» конкурсра 2-мӗш, «Учитель года» конкурсра 3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Географи учителӗсен фестивалӗнче «Урок» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.

Ачасене обществознанипе пӗлӳ паракан Т.В.Максимова  муниципаллӑ шайра иртнӗ «Самый классный классный» конкурсра ҫӗнтернӗ. Республика шайӗнче те лауреат ята ҫӗнсе илнӗ. Кристина Северовӑпа пӗрле хатӗрленӗ «Мой прадедушка — летчик» ӗҫӗ «Помним победу» федераллӑ конкурсра та палӑрнӑ. Статьяна «Незабытые истории Победы» халӑх альманахне кӗртме палӑртнӑ. Вӗсене ҫак кунсенче Мускаври Ҫӗнтерӳ музейӗнче чыслаҫҫӗ, наградӑсене Раҫҫей Геройӗ ятне тивӗҫнӗ паттӑрсем параҫҫӗ.

Шкулти физкультура учителӗ Р.В.Сапожникова муниципаллӑ округри «Наци кросӗнче» ветерансем хушшинче иртнӗ ӑмӑртура 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Раиса Витальевна методика идейисен фестивалӗнче «Творчество учителя» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Чӑваш Республикинче пенсионерсем хушшинче ирттерекен «За активное долголетие» спартакиадине хастар хутшӑнать. Пултаруллӑскер нумаях пулмасть 300 метрлӑ дистанцие чупса 55—69 ҫулхи хӗрарӑмсем хушшинче республикӑри спартакиадӑра 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Малалла ӑнтӑлакан, хӑйсен ӗҫне кӑмӑлтан туса пыракан педагогсене шкул директорӗ Светлана Васильевна Антонова та, унӑн вӗрентӳ  енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Надежда Ильинична Смирнова та хавхалантарса, пулӑшса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Конкурссенчи пысӑк  ҫитӗнӳсем шкулта пултаруллӑ та маттур вӗрентекенсем ӗҫленине ҫирӗплетет. Вӗсен малашне те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тумалла пултӑр.

Сергей Наумов,

вӗрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *