Понедельник, 17 июня

Малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр

Малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр

Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗнчи «Островок» хореографи ушкӑнӗ округра иртекен пур мероприятисене те хутшӑнать тесен те тӗрӗсех пулӗ. Т.Е.Иванова преподаватель  ачасем мӗн пӗчӗкрен  ташӑ ӑсталӑхне туллин алла илччӗр тесе ҫине тӑнине палӑртмалла. Ушкӑн Раҫҫейри, республикӑри конкурссемпе фестивальсене тӑтӑшах хутшӑнать. Хутшӑнать ҫеҫ мар лайӑх кӑтартусемпе те палӑрать. Ҫакӑ Татьяна Евтихеевна тӑтӑшах программӑна ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе пынинчен те нумай килет. Ачасен сцена ҫинчи тыткаларӑшӗ, хусканӑвӗ илӗртӳллӗ те килӗшӳллӗ пулса тухтӑр тесе ҫине тӑрать.

Кӑҫал ҫеҫ Т.Е.Иванова ертсе пыракан ушкӑн  тӗрлӗ шайри чылай мероприятире палӑрчӗ. Нумаях пулмасть «Островок» ушкӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче  иртнӗ «Жемчужина Чувашии» фестиваль-конкурсӑн гала-концертӗнче сцена ҫине тухса хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ та, тӗлӗнтернӗ те. 1-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.

Пушкӑртстанра иртнӗ «Шурӑ ҫӑл» фестивальте вара икӗ хутчен лауреат ята ҫӗнсе илме пултарнӑ. 7—12 ҫулхи тата 13—18 ҫулхи ачасем хӑйсене сцена ҫинче чӑн-чӑн артистсем пек  тытнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ  «Островок» ушкӑн «Куракансене килӗшнӗ чи лайӑх ушкӑн» приза та тивӗҫнӗ.

Пирӗн тӑрӑхра пултаруллӑ ачасем сахал мар. Вӗсене аталанма, пултарулӑхне ӳстерсе пыма ҫеҫ тӑрӑшмалла. Ку енӗпе Татьяна Евтихеевна чӑннипех те чунне парса тӑрӑшнине палӑртмалла. Ку сӑмахсем мухтас тӗллевпе каланисем мар. Унӑн  ӗҫне ҫитӗнӗвӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Малашне те преподавателе те, ачасене те  ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *