Воскресенье, 16 июня

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ

Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлес текенсене патшалӑх мӗн май килнӗ таран пулӑшса пыма тӑрӑшать.  Ку енӗпе Раҫҫейре «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство» наци проекчӗ ӗҫлет. Пирӗн округра та уйрӑм предпринимательсем те, фермерсем те пур.  Шӑпах  вӗсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес, малашнехи тӗллевӗсем пирки калаҫас, саккунсенчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарас тӗллевпе  майӑн 17-мӗшӗнче  «Александрия» кафере   вӑтам тата пӗчӗк предпринимательство кунӗ иртрӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ пур пулин те, хӑйсен ӗҫне пуҫарса яракансен канашламалли, сӳтсе явмалли чылай. Чӑнах та, ҫак кун округри предпринимательсем ҫӗнӗлӗхсем чылай пӗлчӗҫ, хӑйсен ӗҫӗнче кирлӗ пулакан   сӗнӳсемпе канашсене шута илчӗҫ тесе каламалла.

Пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ  пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Альберт Кузьмин саламларӗ, пирӗн тӑрӑхри экономикӑна аталантарас тӗлӗшпе халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ тытӑмӗсемпе туллин усӑ курмаллине палӑртрӗ.

ЧР экономика аталанӑвӗн министерствин предпринимательство аталанӑвӗн пайӗн начальникӗ Снежана Севрюкова предпринимательсене  паракан  грантсемпе паллаштарчӗ.  Вӗсене ҫӗнсе илес енӗпе ирттерекен конкурссене  иккӗленмесӗр  хутшӑнма чӗнсе каларӗ.

«Микрокредитная компания «Агентство по поддержке малого и среднего бизнеса в Чувашской Республике» АНО директорӗн ҫумӗ Александр Быченков тата  «Гарантийный фонд Чувашской  Республики» АНОн ӗҫ тӑвакан директорӗн ҫумӗ Надежда Аржаева укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илме майсем пурри ҫинчен каласа  пачӗҫ. Вӗсем предпринимательсене палӑртнӑ тӗллевсене  пурнӑҫлас енӗпе пысӑк витӗм кӳме пултарнине палӑртрӗҫ.

«Вӑтам тата пӗчӗк предпринимательство» наци проекчӗ укҫа-тенкӗ енӗпе ҫеҫ  мар, урӑх майпа та пулӑшу мелӗсем палӑртать. «Республиканский бизнес-инкубатор по поддержке малого и среднего предпринимательства и содействию занятости населения» ЧР автономлӑ учреждени ертӳҫи Илья Тумаков  хӑйӗн сӑмахӗнче шӑпах та вӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Бизнеса аталантарас тӗлӗшпе патшалӑх тата РФ  Перекет банкӗ паракан пулӑшусемпе «Сбербанк» ПАОн Чӑваш Республикинчи 8613-мӗш номерлӗ   уйрӑмӗн представителӗ  Лилия Бармакова паллаштарчӗ.

Ҫӗршывра туризма аталантарасси — паян  пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев та кун пирки Патшалӑх Канашне ҫулсерен яракан  Ҫырура палӑртнӑччӗ, ку приоритетлӑ ҫул-йӗр пулса тӑнине ытти чухне те ҫирӗплетет. Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство  кунӗнче те ун пирки калаҫмасӑр иртмерӗҫ. «Агентство по развитию туризма и индустрии гостеприимства Чувашской Республики» автономлӑ учрежденин директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ростислав Игнатьев республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та туризмӑн тӗрлӗ енӗсене ӗҫе кӗртме майсем пурри пирки хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ.

«Центр координации поддержки экспортно-ориентированных субьектов малого и среднего предпринимательства в Чувашской Республике» АНО консультанчӗн Андрей Смирновӑн сӑмахӗсене те пуҫтарӑннисем интересленсех итлерӗҫ.

Округра бизнес тата предпринимательство енӗпе ӑнӑҫлӑ  ӗҫлекенсем муниципаллӑ округ администрацийӗн Тав Ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ. Вӗсем округ аталанӑвӗнче малашне  паллӑ вырӑн йышӑнасса шанса тӑратпӑр.

Предпринимательсенчен чылайӑшӗ ӗҫлӗ лару-тӑрура иртнӗ мероприяти  малашнехи тӗллевсене пурнӑҫлас енӗпе усӑллӑ пулнине палӑртрӗ.

Оксана Козина,

округ  администрацийӗн экономика тата инвестициллӗ ӗҫ-хӗл секторӗн

заведующийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *