Понедельник, 20 мая

Хӑнасене кӗтеҫҫӗ

Хӑнасене кӗтеҫҫӗ

Мускаври ВДНХра «Россия» выставка-форум ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫур ҫул иртрӗ. Вӑл 2023 ҫулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫак вӑхӑтра ун ӗҫне пирӗн республика хастар хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин экспозицийӗ хӑй тавра нумай ҫынна пуҫтарнӑ.

Выставка-форумри пирӗн регион экспозицине ҫитсе курнӑ ҫынсене 160 пин сувенир панӑ. Унта 56 пин сӑнӳкерчӗк тунӑ. Социаллӑ сетьсемпе постсенче хыпарсем 19 пин хутчен пӗлтернӗ. Хӑнасем  Иван Яковлевпа тата Василий Чапаевпа голограмма урлӑ 63 пин хут калаҫнӑ. Экспозицире 750 интерактивлӑ мероприяти йӗркеленӗ.

Чӑваш Республики хӑйӗн пуян экспозицийӗпе 6 уйӑхра кашнинчех хӑнасен 11 номинаци сасӑлавӗпе  чи лайӑх 5 экспозици шутне кӗнӗ. «Сохраним традиции» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Пирӗн регионти 12 отрасль хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Апрелӗн 26-мӗшӗнчен майӑн 5-мӗшӗччен Патӑрьел муниципаллӑ округӗ хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсене кӑтартнӑ. Майӑн 6-мӗшӗнче Улатӑр хулипе округӗ ҫинчен каласа паракан экспозицине ҫитсе курма пулать. Вӑл майӑн 12-мӗшӗччен тӑсӑлать. Улатӑрсем хӑнасене кӗтеҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *