Понедельник, 20 мая

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи ака-суха ӗҫне пысӑк хастарлӑхпа пуҫларӗҫ. Ҫумӑр ҫуса тӑни, каҫсерен аванах шӑнтни ҫуракине пӑртак чӑрмав кӳчӗ. Апла пулин те хуҫалӑхсем кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Майӑн 5-мӗшӗ тӗлне округӗпе пурӗ 3243 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акнӑ. Вӑл шутран — 1230 гектар ҫурхи тулӑ (9 хуҫалӑх), 2624 гектар урпа (12 хуҫалӑх), 325 гектар сӗлӗ (3 хуҫалӑх), 64 гектар пӑрҫа йышши тырӑсем. «Дружба» ЯХПК 160 гектар, «Родина» ООО рапс, «Слава картофелю» агрофирма 91 гектар горчица, «Искра» колхоз 70 гектар, «Слава» ЯХПК 53 гектар, «Родина» ООО 80 гектар пӗр ҫул  ӳсекен курӑксем, «Дружба» ЯХПК 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем, «Комсомольские овощи» агрофирма 13 гектар кишӗр, Шарафутдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ 15 гектар нимӗҫ пӑрҫи акнӑ.

Округӗпе 2736 гектар кӗр тыррисене, 3223 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене, 4745 гектар ҫӗртмене  сӳреленӗ, 2736 гектар кӗр тыррисене, 2653 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ. Уй-хир культурисем акма 4347 гектар ҫӗр хатӗр-ленӗ.

Вӑрлӑха имҫамласа акаҫҫӗ. Пурӗ  1670 тонна имҫамланӑ.

 Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *