Воскресенье, 19 мая

Вӗсен ячӗсене манмалла мар

Вӗсен ячӗсене манмалла мар

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа вӑхӑт ҫулсеренех аякка кайса пырать. Пирӗн округра хаяр вӑрҫӑ хирӗсенче ҫапӑҫнӑ ветерансем юлмарӗҫ те. Тыл ӗҫченӗсен йышӗ те ҫулсерен чакса пырать. Вӑрҫӑ ачисем те 80 ҫула ҫитнӗ, иртнӗ те. Ҫав синкерлӗ кунсене хӑйсен куҫӗсемпе курнисем, чӑтса ирттернисем сахалланаҫҫӗ.

Ҫапӑҫу хирӗсенче юн тӑкнӑ фронтовиксем пирӗн хушӑра пулмасан та пирӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кӳнӗ мӗн пур асапа, мирлӗ пурнӑҫшӑн пуҫ хунӑ ҫынсене нихӑҫан та манса каймалла мар. ,нерхи кунсӑр паян ҫук, теҫҫӗ. Хаяр вӑрҫӑ округри кашни килех, кашни йӑх-ратненех пырса тивнӗ. Кашни хуҫалӑхранах Аслӑ Ҫӗнтерӗве фронтра е тылра туптакан пулнӑ.

Пирӗн районтан юнлӑ вӑрҫӑ хирне 7 пин ытла ҫын тухса кайнӑ. Вӗсенчен 4 пине яхӑн ҫын каялла тӑван киле таврӑнайман. Вӗсем хушшинче хыпарсӑр ҫухалнисем те нумай, вилтӑпри ӑҫта пулни те паллӑ мар. Яла таврӑннисем тӳрех мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑрҫӑ юхӑнтарнӑ колхозсемпе предприятисене ҫӗклес тесе тӑрӑшнӑ.

Юнлӑ пулнӑ ҫапӑҫусем. Тӑшмансене хирӗҫ кӗрешсе пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Константин Антонов, Геннадий Габайдуллин, Иван Кабалин, Георгий Чернов, Николай Чернов Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ.

Вӑрҫӑ хирӗнчи хӑюлӑхшӑн нумай-нумай ентеше орденсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Тыла юлнӑ хӗрарӑмсемпе мучисене, ачасене те ҫӑмӑл килмен. Вӗсем иртен пуҫласа каҫчен уй-хирте тӑрӑшса Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ. Сӑр тата Хусан тӑрӑхӗнче хӳтӗлев чикки тунӑ ҫӗрте те пирӗн районти ҫӗршер ҫын ӗҫленӗ. Фронтри паттӑрсемпе пӗрлех тыл ӗҫченӗсем те хисепе, мухтава тивӗҫлӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫийӗсенчен пульӑсем вӗҫмен, ҫывӑхра снарядсем ҫурӑлман пулсан та, питӗ йывӑр условисенче пурӑннӑ, ӗҫленӗ.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса пынӑ май округри ӗҫ коллективӗсенче, шкулсенче, культура учрежденийӗсенче уяв умӗнхи мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.  Ҫынсем тӗрлӗ ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.

Уяв умӗн территори уйрӑмӗсенче тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеме палӑртнӑ. Унта тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене чӗнӗҫ.

«Никама та манман, нимӗн те манӑҫман» девизпа иртекен мероприятисем ачасемпе ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас енӗпе пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнӗҫ. Пирӗн пуласлӑхшӑн тӑрӑшнӑ, юн тӑкнӑ, пуҫ хунӑ ҫынсен ячӗсене нихӑҫан та манса каймалла мар.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *