Воскресенье, 19 мая

Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ…

Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ…

Комсомольскинчи «Асамат кӗперӗ» ача садӗнче Чӑваш чӗлхин кунӗ ячӗпе уяв ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫак кун стенасем ҫине чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн И.Я. Яковлевӑн тата пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑсен портречӗсем вырнаҫтарнӑ пӳлӗмре ирех илемлӗ чӑваш кӗвви ачасене уява чӗнчӗ. Малтанах аслӑ тата шкула кайма хатӗрленекенсен ушкӑнӗсенчи ачасем И.Я.Яковлевӑн биографийӗпе, унӑн пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашрӗҫ. Е.Александрова  К.В.Ивановӑн  «Нарспи» поэмин «Силпи ялӗнче», К.Андреева «Сентти» сыпӑкӗсене, К.Малышева Н.Ыдарайӑн «Юрпике», А.Густомесова Л.Саринен «Пукане» сӑввисене пурин кӑмӑлне каймалла вуларӗҫ. М.Габдулловӑпа Р.Тихонов «Кукаҫипе кукамай» юрра чуна тыткӑнламалла шӑрантарчӗҫ.

Ачасем ушкӑнсене пайланса «Суккӑр упалла», «Пушӑ пӳртле», «Йӑвалла», «Ятне тӗрӗс каламалла» чӑваш халӑхӗн ӗмӗртен упранса пыракан вӑййисене вылярӗҫ.

Пӗчӗккисем кӑмӑлтан тупмалли юмахсен хуравӗсене шырарӗҫ. Вӗсем чӗрчунсен чӑвашла ячӗсене, ҫутҫанталӑкри пулӑмсене аса илчӗҫ. Уява «Илемлӗ» юрӑпа вӗҫлесе пӗчӗккисем чӑваш чӗлхи чӑннипех те илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ пулнине палӑртрӗҫ. Ҫак мероприяти ачасен асӗнче нумайлӑха юласса, чӑваш чӗлхине малашне те юратма пулӑшасса шанатпӑр.

Вера Никифорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *