Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ

Апрелӗн 18-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче ветерансен совечӗн пленумӗн черетлӗ канашлӑвӗ пулса иртнӗ. Ӑна округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ.

Малтанах Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче ачасене ҫарпа патриотизмла воспитани парас ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки директорӑн ҫумӗ Л.П. Абрамова каласа панӑ.  «Искра» колхозри ветерансен пуҫламӑш организацийӗн председателӗ Л.М.Макарова, округри ветерансен совечӗн председателӗн ҫумӗ В.И.Пундяков, ветерансен союзӗсен председателӗсем Н.И.Смирновпа И.Х.Минетуллин сӑмах илсе калаҫнӑ. Вӗсем асӑннӑ шкулта ӳсекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентес, паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр упрас тата ытти енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫсене ырланӑ.

Канашлура ҫавӑн пекех ветерансене эмелсемпе тивӗҫтерес енӗпе патшалӑх паракан ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен те калаҫу пулнӑ. Вӗсем пирки  «Фармация» ГУПӑн Комсомольскинчи 41-мӗш аптека заведующийӗ А.Н.Ильина  ӑнлантарса панӑ.  Майӑн 1-мӗшӗ, Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗсене сумлӑн паллӑ тӑвас  тата ытти ыйтусене те пӑхса тухнӑ.

Канашлу ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑннӑ, ветерансене интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравланӑ. Ӗҫ ветеранне, район аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ Е.А.Карпеевӑна юбилей медалӗ парса чысланӑ, округӑн обществӑлла ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Э.Г.Ильязова тата В.Т.Яковлевӑна администрацин Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ. Ю.С.Тимофеев вара ветерансен юхӑмӗнче хастар пулнӑшӑн В.А.Тихоновӑна  ветерансен республикӑри президиумӗн грамотине панӑ.

Канашлу пӑхса тухнӑ ыйтусемпе тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ.

Людмила ТИХОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *