Техника юсавлӑхне тӗрӗслерӗҫ

Техника юсавлӑхне тӗрӗслерӗҫ

«Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи механизаторсем ҫулсерен иртекен техника тӗрӗслевне тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Ку вӑл тахҫантанпах пыракан йӑла. Совет Союзӗ пулнӑ вӑхӑтрах кунта техникӑна упрас, унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатас енӗпе пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Кӑҫалхи техосмотр вӑхӑтӗнче те комисси тӗрӗслеве тӑратнӑ тракторсем ҫинче пысӑк кӑлтӑксемех асӑрхамарӗ. Транспорт хатӗрне те, прицепсене те ҫуса тасатнӑ, сӑрланӑ. Механизаторсенчен чылайӑшӗ нумай ҫул руль умӗнче. Ҫавӑнпа та вӗсем ӗҫ вӑхӑтӗнче техника юсавлӑхӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Тӗрӗслеве тӑратнӑ 15 трактор та техосмотр урлӑ тухрӗ. Кунта кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене те юсаса хатӗрленӗ. Паян тесен паян трактористсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене тухма хатӗр.

— Кӑҫалхи ҫуракинче пурнӑҫламалли ӗҫсен калӑпӑшӗ сахал мар. Пурӗ 795 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акмалла. Кунсӑр пуҫне 150 гектар ҫинче куккурус туса илме палӑртатпӑр. Пӗлтӗр 145 гектар ҫине кӗр тыррисем акса хӑварнӑччӗ. Вӗсем йӗркеллех хӗл каҫнӑ пулӗ тесе шутлатӑп, ешерме пуҫларӗҫ.  224 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене сӳрелемелле пулать. Вӑрлӑх акма кондициллӗ, ӑна имҫамлатпӑр, — кӗскен паллаштарчӗ хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ Г.В.Кузьмин.

Тӗрӗслев хыҫҫӑнхи канашлура патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ Н.А.Райков, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р.М.Шарафутдинов, «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.С.Лукиянов механизаторсене ӗҫ вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх правилисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине аса илтерчӗҫ. «Трактор сирӗншӗн техника ҫеҫ мар укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илмелли ӗҫ хатӗрӗ  пулнине те манса ан кайӑр. Ҫавӑнпа та ӑна техосмотр вӑхӑтӗнче ҫеҫ мар, яланах юсавлӑ тытма тӑрӑшӑр», — терӗ Николай Анатольевич.

Апрелӗн  17-мӗшӗнче «Победа» тата «Урожай» хуҫалӑхсенче те техника тӗрӗслевӗсем иртнӗ.  «Победа» ял хуҫалӑх кооперативӗнче  11 единица, «Урожай» колхозра 27 единица техника хатӗрӗ техосмотр урлӑ тухнӑ. Комисси вӗсенче те ӗҫ вӑхӑтӗн-че хӑрушсӑрлӑх ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалли пирки каланӑ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *