Мускаври «Раҫҫей» куравра пирӗн республикӑн хулисемпе округӗсем хӑнасене хӑйсем ҫинчен каласа параҫҫӗ.
Апрелӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 5-мӗшӗччен — Патӑрьел округӗ, майӑн 6—12-мӗшӗсенче Улатӑр хулипе округӗ, майӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 2-мӗшӗччен — Шупашкар хули, июнӗн 10—16-мӗшӗсенче — Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка округӗсем, июнӗн 17—23-мӗшӗсенче — Ҫӗнӗ Шупашкар хули, июнӗн 24—30-мӗшӗсенче Етӗрне округӗ, июлӗн 1—8-мӗшӗсенче Вӑрнар округӗ ВДНХ-ра хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарӗҫ.
Ҫавӑн пекех РФ Президенчӗн Администрацийӗпе выставка дирекцийӗ кӑҫалхи чӑваш «Акатуйне» Мускаври ВДНХ лапамӗнче ирттерме сӗннӗ. Маларах палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл июнӗн 15-мӗшӗнче иртмелле. Унӑн программи анлӑ та тӗрлӗ енлӗ пулӗ. Культура, спорт мероприятийӗсем интереслӗ иртӗҫ. Вӑл Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенче пурӑнакан чӑвашсене пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма май парӗ.