Вторник, 30 апреля

Диплома тивӗҫнӗ

Диплома тивӗҫнӗ

Шупашкарти агрегат завочӗн культура  керменӗнче  ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш машиностроенийӗн шанчӑкӗ» олимпиадин ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Унта пирӗн округри Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра пӗлӳ илекен Дарья Муравьева та палӑрнӑ, 3-мӗш степеньлӗ диплом ҫӗнсе илнӗ. Маттур хӗрачана олимпиадӑна физика учителӗ Н.Г.Совина тата математика вӗрентекенӗ Н.Н.Салмина хатӗрленӗ.

Олимпиадӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Тракторные заводы» концернпа Раҫҫейри машиностроительсен союзӗпе пӗрле ирттернӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *