Ӗмӗрӗпе тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Ӗмӗрӗпе тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Халӑх хуҫалӑхӗн нумай отраслӗнчи пекех суту-илӳре те ҫемье династийӗсем пур. Паян эпӗ пирӗн округри Кокшинсем пирки каласа парасшӑн.

Династие пуҫарса яраканӗ Александр Романович Кокшин (1925—1998 ҫ.ҫ.) хамӑр районти Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ялти 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн «Правда» колхозра тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн милицире ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа илсе кайнӑ. Вӑл 1-мӗш Белорусси фронтӗнче 35-мӗш механизациленӗ бригадӑра связист-автоматчик пулса ҫапӑҫнӑ. Александр Романовича Барановичи хули патӗнче ураран  амантаҫҫӗ. Госпитальте выртса сурансене сипленӗ хыҫҫӑн вӑл каллех ҫапӑҫу хирне тухса каять. Унта вӑл мӗн вӑрҫӑ вӗҫленичченех  пулать. А.Кокшинӑн фронтри паттӑрлӑхне «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» 2 медаль, «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орден, Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн 2-мӗш степенӗсем тата ытти наградӑсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

Вӑрҫӑран таврӑнсан 1946 ҫулта Александр Романович Комсомольски райповне ӗҫе кӗнӗ. Унта 1986 ҫулччен тӑрӑшса сутуҫӑ, аслӑ сутуҫӑ, магазин заведющийӗ пулнӑ. 40 ҫул хушшинче нумай наградӑна тивӗҫнӗ. Вӗсенчен паллӑрахисем: «Отличник советской потребительской кооперации» паллӑ, Чӑвашпотребсоюзӑн, райпон Хисеп хучӗсем.

Мӑшӑрӗпе, Анна Назаровнӑпа (1922—1996 ҫ.ҫ.) вӑл пӗрле магазинта ӗҫленӗ.  Плансене тултарас, халӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес енӗпе ҫине тӑрса тӑрӑшнӑ. Кокшинсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Анна Кокшина та суту-илӳре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ.

Кокшинсен ывӑлӗ Юрий те ашшӗ-амӑшӗн ҫулнех суйласа илнӗ.  Анчах та маларах, Комсомольски вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӑл район центрӗнчи «Сельхозтехника» пӗрлешӳре слесарьте ӗҫленӗ. Ҫарти службӑран таврӑнсан каччӑ Канашри 1-мӗш СПТУра вӗренсе водитель профессине алла илет. 1978 ҫулта вара вӑл Комсомольски райповне ӗҫе кӗрет. Потребительсен кооперацийӗнче  41 ҫул водительте вӑй хурса унӑн тӗрлӗ автомашинӑпа ӗҫлеме тивнӗ. Хӑйне шанса панӑ техникӑна яланах юсавлӑ тытнӑ. Юрий Александровичӑн райпора ӗҫленӗ вӑхӑтра ӑҫта кӑна ҫитме, мӗнле кӑна груз турттарма тивмен-ши? Хушнӑ ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫланипе, яваплӑха туйса ӗҫленипе палӑрса тӑнӑ, ҫавӑнпа та ӑна коллективра хисепленӗ. Пӗрле тӑрӑшакансемпе пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма яланах хатӗр пулнӑ. Хастар ӗҫшӗн Ю.Кокшин «Потребительсен кооперацине 30 ҫул», «Раҫҫей потребкооперацийӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» паллӑсем илме тивӗҫ пулнӑ.

Юрий Александрович ӗҫрех хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе те паллашнӑ. Кӗҫӗн Каҫал хӗрӗпе, Людмила Кирилловна Красновӑпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Людмилӑна Комсомольски вӑтам шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑванӗсем Орск хулине илсе кайнӑ. Кунта хӗрӗн заводра, строительствӑра ӗҫлеме тивнӗ. Анчах та тӑван тӑрӑх хӑй патнех туртнӑ. Яла таврӑнсан 1977 ҫулта райпона ӗҫе кӗнӗ. Кунта вӑл инвентаризатор пулса ӗҫленӗ, куҫӑмсӑр майпа Шупашкарти коопераци техникумӗнче  вӗреннӗ. Алла диплом илсен бухгалтер, райпо совечӗн  председателӗн кадрсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 1996 ҫулта ӑна райпори профсоюз комитечӗн председательне суйланӑ. Кунта вӑл хӑйне пултаруллӑ организатор пек кӑтартса панӑ. Коллектив ӗҫченӗсен канӑвӗпе пушӑ вӑхӑтне интереслӗрех йӗркелес тесе нумай тӑрӑшнӑ. Райпора 40 ҫул  ӗҫлесе  Людмила Кирилловна пур енӗпе те лайӑх енчен ҫеҫ палӑрса тӑнӑ. Ӑна «Раҫҫей потребительсен кооперацийӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» паллӑ парса чысланӑ. 2009 ҫулта Л.Кокшина «Чӑваш Республикин халӑха пулӑшу парас сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Александр Романовичпа Анна Назаровнӑн хӗрӗ Альбина та вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн  Комсомольски райповӗ ҫумӗнчи шкул-магазинта вӗреннӗ.  Ӑна лайӑх паллӑсемпе вӗҫленӗ хыҫҫӑн хӗре Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти  куллен кирлӗ таварсем сутакан магазина ӗҫлеме янӑ. Ун хыҫҫӑн Альбина Александровнӑна район центрӗнчи «Гастроном» магазина куҫарнӑ.  Кӗҫех вӑл Шупашкара тухса кайнӑ. Тӗп хуламӑрти «Гастроном» магазин заведующийӗнче мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех тӑрӑшнӑ. Пултарулӑхшӑн вӑл та  нумай наградӑна тивӗҫнӗ.

Кокшинсен династийӗ 160 ытла ҫул. Династие кӗрекенсем пурте ӗмӗр тӑршшӗпех халӑх ыйтӑвне тивӗҫтерес тесе тӑрӑшнӑ, хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса чыс-хисепе тивӗҫнӗ.

Светлана Кокорева,

коопераци ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *