«Тӑванӑн тӑванпа савӑнмалла»

«Тӑванӑн тӑванпа савӑнмалла»

Апрелӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче район шайӗнче чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен фестивалӗ иртрӗ. Унта районти пур шкулсенчи педагогсем те пуҫтарӑнчӗҫ.

Ачасем хӑнасене юрӑпа, илемлӗ сӑвӑсемпе, чӑвашсен йӑлипе ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ А.С. Борисов  музейпа паллаштарчӗ, шкул пурнӑҫӗ ҫинчен кӗскен каласа кӑтартрӗ.

2024 ҫула Раҫҫей Президенчӗ В.В.Путин Ҫемье Ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.А.Николаев Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май вӗрентекенсем вӗсемпе ҫыхӑнтарса уҫӑ уроксем, класс тулашӗнчи ӗҫсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерчӗҫ. Кашни урок хӑйнеевӗр пулчӗ. Т.Ю.Ермолаева 5-мӗш класра вӗренекенсемпе «Авалхи чӑваш хӗвелӗн палли» ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ. «Телей ҫурчӗ» класс тулашӗнчи ӗҫре Н.И.Плеткина тата Л.Н.Владимирова 6-мӗш класс ачисемпе кашни ҫыншӗн ҫемье пӗлтерӗшӗ мӗн тери пысӑк пулнине палӑртса хӑварчӗҫ. Тӗрлӗ вӑйӑсем ирттерсе ачасен пултарулӑхне аталантарчӗҫ. В.Н.Арсентьева 7-мӗш класс ачисемпе «Ҫемье ӑшши — чун ӑшши» урокра Г.Волкован «Аслӑ ача» тата Антип Николаевӑн «Юра асламӑшӗ» хайлавӗсемпе ӗҫлерӗ. Ҫемьере хӑш чухне хамӑр сисмесӗрех чи ҫывӑх ҫынсене кӳрентерме те пултаратпӑр иккен. Ваттисене хисеплемелле, кулленхи пурнӑҫра ырӑпа усала уйӑрма вӗренмелле, юнашар пурӑнакан ҫывӑх ҫынна хакламалла — ҫак шухӑшсем патне ҫитсе тухрӗҫ  ачасем урокра.

С.А.Жукова 8-мӗш класра «Ҫӗнӗ ӗмӗр Чӑвашӗ — Ҫеҫпӗл» вӑйӑ-урок ирттерчӗ. Кӑвар чӗреллӗ поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа унӑн кун-ҫулне аса илчӗҫ, сӑввисене вуларӗҫ. Малтан  хатӗрленмесӗр ҫыхӑнуллӑ каласа пама хӑнӑхтарасси тӗп вырӑн йышӑнчӗ урокра. Вӗренекенсем  ыйтусем ҫине тӑрӑшса хуравларӗҫ.

«Эпир — маттур ачасем» вӑйӑ-урокра  Н.К.Кашина 8-мӗш класс ачисемпе тӗрлӗ ӗҫсем ирттерчӗ. Ачасем ыйтусем ҫине хуравланӑ май йывӑрлӑхсене пӗр-пӗринпе  туслӑ пулсан ҫеҫ ҫӗнтерме май пулнине ҫирӗплетсе пӗтӗмлетӳсем турӗҫ. Л.П.Абрамова тата С.Г. Индюкова 9-мӗш класра «Мӗн-ши вӑл Тӑван ҫӗр-шыв?» урокра  тӗрлӗ вӑйӑсем выляттарса тӑван чӗлхене тата Тӑван ҫӗр-шыва юратса вӗренме хавхалантарчӗҫ. Г.Н.Чумакова «Чӑваш хӗвелне хутран тӑвасси» ӑсталӑх класӗ йӗркелерӗ. Л.Н.Тарасова «Чӑваш тумӗн капӑрлӑхӗ» ӑсталӑх урокӗнче вӗрентекенсене бисертан чӑвашсен тӗрлӗкапӑрлӑхне тума вӗрентрӗ. Масмак, алка, тухъя тата ытти капӑрлӑх нумай чӑвашсен. Вӗсене хамӑр алӑпах тытса тума пулать иккен,  ӳркенмелле мар ҫеҫ.

Вӗрентекенсем хатӗрленӗ урока методика тата педагогика енчен тишкерсе ӑсталӑх класӗирттерчӗҫ. Уроксен содержанийӗ пуян та кӑсӑклӑ пулчӗ, вӗрентекенсем ҫӗнӗ технологисемпе, мелсемпе, ӑслайсемпе тухӑҫлӑ усӑ курни палӑрчӗ.

Шкул ачисем килнӗ хӑнасем умӗнче чӑвашла юрӑсем шӑрантарчӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ, сценкӑсем лартса куракансене савӑнтарчӗҫ. «Тӑванпа тӑван савӑнмалла» юрӑпа уяв вӗҫленчӗ. Фестиваль тухӑҫлӑ та  ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Ҫакӑн пек мероприятисем  пире пӗр ҫӗре чӑмӑртаҫҫӗ, тӑван чӗлхемӗр аталанӑвӗшӗн, малашлӑхӗшӗн татах та хавхалануллӑрах ӗҫлеме вӑй параҫҫӗ.

Галина Тимофеева,

чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *