Вӑрмана кӗме чараҫҫӗ

Вӑрмана кӗме чараҫҫӗ

Тавралӑх шур юртан тасалса пырать. Малашне ҫанталӑк татах та ӑшӑтать. Вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх вӑйланать. Ҫавӑнпа та Федераллӑ тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн апрелӗн 10-мӗшӗнчен вӑрмансене транспорт хатӗрӗсемпе кӗме чарнӑ. Ҫак кунтан пуҫласа пушартан асӑрханмалли уйрӑм режим пуҫланать.

Вӑрманта  тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап, типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть. Ҫак мерӑсене ахальтен йышӑнман. Ҫынсем вут-ҫулӑмпа асӑрханусӑр пулнипе ҫулсеренех ҫӗршывра вӑрмансенче нумай пушар тухать, мӗн чухлӗ йывӑҫ-курӑк кӗл айне пулать.

Кӗҫех уйрӑм ҫынсем те вӑрмана ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. Кӑмпа, ҫырла, чечексем пуҫтарма унта ҫитеҫҫӗ. Вӗсене сигаретсемпе, шӑрпӑкпа асӑрхануллӑ пулма ыйтатпӑр. Ҫӳп-ҫап, кӗленче савӑт-сапа пӑрахса хӑварни те тепӗр чухне инкек патне илсе ҫитерет.

Кӑҫал Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май вӑрман пуянлӑхне упрасси пирки кашнин тӑрӑшмалла. Пирӗн тимсӗрлӗхе, асӑрханусӑрлӑха пула ҫутҫанталӑк шар ан куртӑр.

Эдуард Павлов,

Комсомольски участокри лесничествин лесничийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *