Ҫураки инҫе мар

Ҫураки инҫе мар

Хирсем юртан тасалса пыраҫҫӗ. Нумаях та вӑхӑт иртмӗ вӗсем машина-трактор сассисемпе  тулӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пикенсех ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене хатӗрленеҫҫӗ. Ҫуракинчи ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тӗпрен илсен техника вӑйӗнчен килет. Ҫавӑнпа та хуҫалӑхсем пикенсех вӗсене юсаса хатӗрлес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Вунна яхӑн хуҫалӑхра тракторсем ҫулсерен ирттерекен техосмотр витӗр тухнӑ. Халӗ  кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене пӑхса яраҫҫӗ, кӑлтӑксем пулсан юсаҫҫӗ.

Вӑрлӑх — тухӑҫ никӗсӗ, тетпӗр те, ку енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те пахалӑхлӑ вӑрлӑх акас тӗллевлӗ. Ҫӗннисене илсе килеҫҫӗ, пуррине акма юрӑхлӑ кондицие лартаҫҫӗ. Специалистсем вӑрлӑха имҫамласа акнин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Ҫӗртен илнипе анчах мар, ӑна памалла та. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем акнӑ вӑхӑтра минераллӑ удобренисемпе туллинрех усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗр тыррисене, нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнин усси пысӑк пулнине те туйса тӑраҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра, ҫӗрсем пулса пынӑ май, ку ӗҫе пуҫӑнӗҫ.

Ҫанталӑк ӑшӑтсах пырать. Ҫавӑнпа та хатӗрленӳ ӗҫӗсене хӑвӑртлатмалла. Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать, теҫҫӗ. Хӗрӳ вӑхӑтсем пуҫлансан кашни кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшмалла.

Ремис Шарафутдинов,

округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн

специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *