Ырӑ-сывӑ ача — ҫемье телейӗ

Ырӑ-сывӑ ача — ҫемье телейӗ

Округӑн тӗп больницин акт залӗнче апрелӗн 4-мӗшӗнче «Пулас ача амӑшӗ» уяв иртнӗ.

Ӑна Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ, «Крепкая семья: все беременным» форум шутӗнче йӗркеленӗ. Унта округри ача амӑшӗ пулма хатӗрленекен хӗрарӑмсем хутшӑннӑ. Уява А.В.Козлова акушер-гинеколог ертсе пынӑ. Иртнӗ ҫулхи пӗрремӗш кварталта пирӗн округри йывӑр ҫын 30 хӗрарӑм шутра тӑнӑ пулсан кӑҫал 37 хӗрарӑм. Апла пулсан ҫут тӗнчене ҫӗнӗ чун илсе килес кӑмӑллисем  ӳсни палӑрать. Пӗлтӗр округра  пурӗ 131 ача кун ҫутине килнӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 41 пепке ҫуралнӑ.

Анна Васильевна ача амӑшӗ пулма хатӗрленекенсене варта ӳтленекен пӗчӗк чун сывлӑхлӑ ҫуралтӑр тесе тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, ӑнӑҫусем суннӑ.  Ырӑ та сывӑ ача ҫемье телейӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Йывӑр ҫын хӗрарӑмӑн, Викӑн мӑшӑрӗ Сергей  Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Халӗ вӑхӑтлӑх отпуска килнӗ те яланах ача кӗтекен юратнӑ ҫынни ҫумӗнче пулма тӑрӑшать. Уява та вӗсем пӗрлех килнӗ. Мӑшӑра А.Козлова парнесем панӑ.

РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин начальникӗ Н.В.Юманова  ача амӑшӗсене патшалӑх паракан пулӑшусем пирки каласа ӑнлантарнӑ. Ҫавӑн пекех ача кӗтекен хӗрарӑмсемпе тӗл пулма округри централизациленӗ больницӑн тӗп врачӗн сиплев енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Т.Н.Жукова, «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр» БУ специалисчӗ Е.В.Самарина  ҫитнӗ. Вӗсем пуҫтарӑннисене интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравланӑ. Йывӑр ҫын хӗрарӑмсем сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсене кирлӗ канаш-сӗнӳсемпе пулӑшса пынӑшӑн тав тунӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *