Понедельник, 6 мая

Асӑрханулӑх пирки манар мар

Асӑрханулӑх пирки манар мар

Март уйӑхӗн вӗҫӗнче Александровка ялӗнче пушар тухрӗ. 80 тӑваткал метр ҫинчи ҫивитти тата шалтан та пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫунчӗ. Шел пулин те вут-кӑварта пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх пушар электричествӑпа усӑ курнӑ чухнехи кӑлтӑксемпе ҫыхӑннӑ.

Ҫанталӑк  кунсерен ӑшӑтса пырать. Юр айӗнчен типӗ курӑк, тасамарлӑх тухать. Кӗҫех шӑрӑх ҫанталӑк та пуҫланӗ. Ҫавӑнпа та округра пурӑнакансене пушартан асӑрханмалли тата сыхланмалли правилӑсем пирки тепӗр хут аса илтеретпӗр.

Сигаретсене тата шӑрпӑк пӗрчисене сӳнтермесӗр ҫӗр ҫине ан пӑрахӑр. Куллен усӑ куракан электричество приборӗсен, электропроводкӑсен юсавлӑхне тӗрӗслӗр. Пӳртре, мунчара кӑмакасен юсавлӑхне пӑхсах тӑрӑр, мӑрьесене хӑрӑмран тасатӑр.  Кӑмакасен, электроприборсен ҫывӑхӗнче хӑвӑрт хыпса илекен япаласемпе шӗвексем ан тытӑр. Газ оборудованийӗн юсавлӑхӗ ҫине те тимлӗх уйӑрӑр. Шӑрпӑка, вут чӗртмелли ытти япаласене пӗчӗк ачасен алли лекмелли вырӑнсене ан хурӑр.

Ҫу кунӗсенче вут-кӑварпа усӑ курнӑ чухне уйрӑмах асӑрхануллӑ пулма ыйтатпӑр.

Пушар тухас хӑрушлӑх пурри ҫинчен 01, 101 номерсемпе, мобильлӗ телефонпа 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме пултаратӑр.

Иван Ананьев,

31-мӗш пушар чаҫӗн инспекторӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *