Понедельник, 6 мая

Лару-тӑрупа паллашнӑ

Лару-тӑрупа паллашнӑ

Ял урамӗсенче кӗртсем чакса пыраҫҫӗ пулин те хирсенче, ҫырма-ҫатрара юр чылай-ха. Ҫанталӑк вара ӑшӑтсах пырать. Округ администрацийӗнче ҫурхи шыв-шура чӑрмавсӑр ирттерсе ярас, чрезвычайлӑ лару-тӑруран асӑрханас енӗпе туса хунӑ комисси тата гидросооруженисемшӗн яваплӑ ҫынсем вырӑна тухса лару-тӑрупа паллашаҫҫӗ.

Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округ администрацийӗн мобилизацилле хатӗрленӳ, ятарлӑ программӑсен, гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ А.В.Соловьева Комсомольски, Хирти Сӗнтӗр тата ытти территори уйрӑмӗсенче пулса гидросооруженисем мӗнле лару-тӑрура пулнипе паллашнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *