Понедельник, 6 мая

Йывӑр пулсан та пуҫ усман

Йывӑр пулсан та пуҫ усман

Эпӗ нумай ҫул ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тӑрӑшрӑм. Районти тӗрлӗ шкулсенче ӗҫлеме тӳр килчӗ. Ҫавӑнпа та нумай ҫул ҫӳреме тивнӗ. Мӗн чухлӗ ҫуран утнине шутласа та кӑларма ҫук пулӗ. 1960—80 ҫулсенче транспорт хатӗрӗсем сахалччӗ, хальхи пек асфальтлӑ ҫулсем те пулман. Ҫуркуннепе кӗркунне пылчӑк, хӗлле юр ашма тивнӗ. Темӗнле хӗн пулсан та ӗҫ вырӑнне вӑхӑтра ҫитме тӑрӑшнӑ.

Тепӗр чухне шухӑша каятӑп та, кӑткӑс самантсем аса килеҫҫӗ. Йывӑр, питӗ йывӑр пулнӑ ҫул ҫӳреме.

1960 ҫулсенче Комсомольскинчи аш-какай комбинатӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗрентӗм. Шупашкара кайса килме питӗ йывӑрччӗ. Автобуссем сайра ҫӳретчӗҫ. Пӗррехинче экзамен тытма кайсан эпӗ автобус ҫине билет илеймерӗм, Комсомольскинче кӑкӑр ӗмекен ача юлнӑ. Мӗнле пулсан та яла ҫитмелле. Контролертан йӗре-йӗре тархасласа автобус ҫине лартма ыйтрӑм. Юлашкинчен хӗрхенчӗ, ларма ирӗк пачӗ. Ура ҫинче тӑрса кайсан та мӗн тери савӑнтӑм.

Икӗ ҫул аслӑ шкулта вӗреннӗ хыҫҫӑн мана Тутар Шурут шкулне биологи предметне вӗрентме ячӗҫ. Вӑл вӑхӑтра ачасем пӗчӗкӗччӗ: асли улттӑра, кӗҫӗнни виҫҫӗре пулнӑ. Вӗсене Майкка аппа пӑхса пурӑнчӗ. Аш-какай комбиначӗн баракӗнчи  пӳлӗмре пӗр крават, сӗтел пурччӗ,  каланккӑ хутса ӑшӑннӑ.  Тутар Шурут ялӗ  Комсомольскинчен 25—30 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Киле килсе кайма питӗ йывӑрччӗ.  Ӗҫе кайнӑ чухне Комсомольски вӗҫӗнчи шоссе ҫине тухаттӑм та автобуспа Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел чарӑнӑвне ҫити ларса каяттӑмччӗ. Унтан Хирти Выҫлине ҫити 3 ҫухрӑм лаша ҫулӗпе утаттӑмччӗ. Малалла  тата Тутар Шурутне ҫитме 2 ҫухрӑмччӗ. Кӗркуннепе хӗлле тул час ҫутӑлмасть, хӑрататчӗ. Тилӗсене курни те пулнӑ. Шиклене-шиклене утнӑ ҫӗрте утатӑн, чупнӑ ҫӗрте чупатӑн. Шӑматкунсенче уроксем хыҫҫӑн мӗнле те пулсан транспорт пуласса шанса Шурут ялне те тухаттӑм. Ун чухне уйрӑм ҫынсен машинсем пулман, каҫа хирӗҫ лашапа ҫула тухман ӗнтӗ. Каяйман пирки хурланса мӗн чухлӗ куҫҫуль юхтарман-ши? Ачасене курас, ыталаса ҫупӑрлас килетчӗ.

Тутар Шурут шкулӗн директорӗ М.Ф.Хамдеев ман хуйха ӑнланса питӗ шеллетчӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ ертӳҫӗччӗ вӑл. Халӗ пирӗн хушӑра ҫук пулсан та ӑна ырӑпа ҫеҫ аса илетӗп.

Икӗ ҫултан мана Виҫпӳрт ялне куҫарчӗҫ. Вӑл ҫывӑхарахчӗ. Унта та мӗн чухлӗ ҫуран утман-ши? Ку шкулта 10 ҫул тӑрӑшрӑм. Кайран мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех Дубовкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкулта ачасене биологи предметне вӗрентрӗм.

Хӗн-хурне чылай курсан та ачалӑхри учитель пулас ӗмӗте пурнӑҫларӑм, ачасене пӗлӳ тата воспитани парас ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшрӑм. Уншӑн савӑнатӑп.

Халӗ эпӗ 90 ҫул тултартӑм. Ҫулсем иртсен те шкулта ӗҫленӗ вӑхӑтсем манӑҫмаҫҫӗ. Темӗнле йывӑр пулсан та пуҫ усман. Ачасене хамӑн хуйха-суйха кӑтартман, вӗсене тарӑн пӗлӳ парас тесе тӑрӑшнӑ. Паян ачасене вӗрентме, вӗсен тавракурӑмне ӳстерме пур услови те пур. Шкулсенче ҫутӑ та таса, ӑшӑ, кӑтарту хатӗрӗсем те, ытти оборудовани те ҫителӗклӗ. Паян шкулта ӗҫлекен учительсене вӗрентӳ ӗҫӗнче ӑнӑҫусем сунатӑп.

Нина Сергеева (Медведева).  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *