Воскресенье, 5 мая

Черетлӗ тӗрӗслев иртнӗ

Черетлӗ тӗрӗслев иртнӗ

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем ҫывхарнине систерсе ҫанталӑк ӑшӑтсах пырать. Ял  хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем яваплӑ тапхӑра ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче техника тӗрӗслевӗ иртнӗ. Ку хуҫалӑх ҫӗр ӗҫ отраслӗпе те, выльӑх-чӗрлӗхпе те округра ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракансенчен пӗри. Машинӑпа трактор паркне те ҫулсерен ҫӗнетсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ, техника ӗмӗрне вӑрӑмлатас тесе те тимлеҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх кооперативӗн 800 гектар ытла сухалакан ҫӗр. Вӗсенчен 49 проценчӗ ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем туса илеҫҫӗ. Кӑҫал 334 гектар ҫинче выльӑх апачлӗх культурӑсем ҫитӗнтерме палӑртнӑ. 80 гектар ҫӗрулми лартасшӑн. Пӗлтӗр 134 гектар  кӗр тыррисем акса хӑварнӑ. Ҫуркунне пурнӑҫламалли  ӗҫ калӑпӑшӗ пӗчӗкех мар. 

Кӑҫалхи техосмотра вӗсем 11 единица техника тӑратнӑ. Тракторсене юсаса хатӗрленӗ, сӑрланӑ. Комисси вӗсем патӗнче пысӑк кӑлтӑксемех асӑрхаман. Ҫакӑ  Сергей Пыркин, Николай Киселев, Владимир Коноплев, Анатолий Викторов, Максим Никитин, Денис Коноплев, Александр Хурасев механизаторсем хӑйсене шанса панӑ техникӑна тивӗҫлӗ шайра пӑхса тӑнине туллин ҫирӗплетнӗ.

Тӗрӗслев хыҫҫӑнхи канашлура патшалӑх техника надзорӗн округри тӗп инженерӗ Николай Райков, хуҫалӑхӑн тӗп инженерӗ Николай Ульдин трактористсене ӗҫ вӑхӑтӗнче асӑрхануллӑ пулмалли, ӗҫ  тата техника хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалли ҫинчен асӑрхаттарнӑ.

Тракторсен техосмотрӗ хыҫҫӑн механизаторсем кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене юсама тытӑннӑ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *