Понедельник, 6 мая

Кадрсем хатӗрлеҫҫӗ

Кадрсем хатӗрлеҫҫӗ

Пирӗн пурнӑҫа электроника вӑйлӑран та вӑйлӑрах кӗрсе пырать. Кунсерен унпа ӗҫре те, йӑлара та, пӗр-пӗр ыйтӑва татса панӑ чухне те тӗл пулатпӑр. ИТ технологи ӗҫе кӗрсе пынӑ май ӑста та квалификациллӗ специалистсем кирлӗ. «Раҫҫей Федерацийӗнчи цифра экономики» наци проекчӗ  шӑпах   кадрсем хатӗрлес ыйтупа ӗҫлет.

Чӑваш Республикинчи малта пыракан ИТ-компанисем  «ИТ-кластер Чувашской Республики» ассоциацине пӗрлешнӗ. Вӗсем информаци технологине регионта малалла аталантарас, вӑл отрасль валли кадрсем вӗрентсе хатӗрлес тӗлӗшпе тимлет. Республикӑра «УПК 21 — вӗрентӳпе производство класӗсем» профориентациллӗ проект ӗҫлет. Вӑл ачасене шкул сакки ҫинче ларнӑ чухнех пӗрремӗш професси илме майсем туса пама тӑрӑшать. Вӗсенчен пӗри — информаци технологийӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 14 ИТ-класӗ ӗҫлет.

ИТ-классем регионти малта пыракан ИТ-компанисемпе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Ачасем вӗсен ӗҫ вырӑнӗсенче пулса кураҫҫӗ, конкурссене, семинарсене, мастер-классене  тата профориентаципе ҫыхӑннӑ ытти мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ. 2023 ҫулта Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта ИТ-классене ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернисен пӗрремӗш ушкӑнне сертификатсем панӑ. Шкул ачисем программировани чӗлхин никӗсӗсене алла илнӗ, цифра программин продукчӗсемпе тӗп-лӗн паллашнӑ.

Иртнӗ ҫул И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Кейсистемс» технологийӗн лабораторийӗ уҫӑлнӑ. Информатика тата шутлав техникин факультетӗнче вӗренекен студентсенчен информаци хӑрушсӑрлӑхӗн специалисчӗсене хатӗрлеме пуҫланӑ. Пӗлтӗр «Singularty Hub» ИТ-колледж хӑйӗн алӑкӗсене уҫнӑ. Вӑл шкул ачисене пуласлӑх профессине алла илме пулӑшмалла, пултаруллӑ вӗренекенсене малашлӑха ҫул уҫса памалла.

Регионта мӗн пӗчӗкрен ачасене ИТ технологие алла илме пулӑшакан тата ытти мелсемпе те туллин усӑ кураҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *