Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен керменӗнче республикӑри кадет класӗсенче вӗренекенсен «Бал четырех побед» бал ташшисен конкурсӗ иртнӗ.
Унта пирӗн округри Комсомольски 1-мӗшпе 2-мӗш вӑтам шкулӗсенче пӗлӳ илекенсем те хутшӑннӑ. Комсомольски 2-мӗш шулӗнчи 8-мӗш «к» класра вӗренекенсем «Обязательная бальная композиция» номинацире 1-мӗш вырӑн, «Свободная композиция» номинацире 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ку шкулти 7-мӗш «к» класра вӗренекенсем те конкурсра лайӑх енчен ҫеҫ палӑрнӑ.
(ХАМӐР ИНФ.).