Воскресенье, 28 апреля

Тискерлӗхе сивлеҫҫӗ

Тискерлӗхе сивлеҫҫӗ

Мартӑн 22-мӗшӗнче Мускав облаҫӗнчи Красногорскри «Крокус Сити Холлра» пулса иртнӗ тискер ӗҫ пурин чӗрисене те пӑлхантарнӑ. 

Террористсем концерт курма килнӗ ҫынсене автоматран пеме пуҫланӑ, хӑвӑрт хыпса илекен япаласем пӑрахса пушар тунӑ. Ҫак тискерлӗхе пула нумай ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, чылайӑшӗ аманнӑ. Оперативлӑ ӗҫлесе право хуралӗн ӗҫченӗсем айӑплисене тытса чарнӑ, вӗсем саккунпа явап тытӗҫ.

РФ Президенчӗ Владимир Путин халӑх патне чӗнӳпе тухнӑ. Мартӑн 24-мӗшӗ траур кунӗ тесе палӑртнӑ. Канмалли кунсенче ҫӗршывра савнӑҫлӑ мероприятисем ирттерме чарнӑ. Раҫҫейре пурӑнакансем ҫак тискерлӗхе сивленине палӑртса пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, инкек курнӑ ҫынсен ҫемйисемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. 

«Мы вместе» волонтерсен ыркӑмӑллӑх юхӑмӗн членӗсем «Тӑрнасем» акци йӗркеленӗ.  Унта пирӗн республикӑра пурӑнакансем те хутшӑнаҫҫӗ. Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн эрне пуҫламӑшӗнче иртекен планерки те Красногорскра вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *