Воскресенье, 28 апреля

Килтен тухмасӑрах пулӑшу илме май параҫҫӗ

Килтен тухмасӑрах пулӑшу илме май параҫҫӗ

«Раҫҫей Федерацийӗнчи цифра экономики» наци проекчӗ 2019 ҫултанпа ӗҫлет. Пирӗн республика  унта «Информаци инфраструктури», «Информаци хӑрушсӑрлӑхӗ», «Цифрӑллӑ патшалӑх управленийӗ», «Цифра технологийӗ», «Цифра технологийӗ валли кадрсем» проектсемпе хутшӑнать.

Ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстересси — ӗҫ тӑвакан органсен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Ҫакна пурнӑҫлама вӗсен ыйтӑвӗсене хӑвӑрт татса пама май паракан меслетсем пулӑшмалла. Шӑпах ҫав тӗллевсемпе «Патшалӑх пулӑшӑвӗ» портал йышши электронлӑ сервиссемпе системӑсем туса хураҫҫӗ те.

«Патшалӑх пулӑшӑвӗ» портал пирӗн округра пурӑнакансенчен чылайӑшӗшӗн ҫӗнӗлӗх мар. Вӑл талӑкра усӑ куракансен йышӗпе Раҫҫейре малти пилӗк экосистема йышӗнче. Чӑваш Республикинче, ҫавӑн пекех пирӗн округра та чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри. 2023 ҫулта «Патшалӑх пулӑшӑвӗ» порталпа  пирӗн регионта пурӑнакан 14 ҫултан аслӑрах 573,5 пин ҫын тӑтӑшах усӑ курнӑ. Ку тӗлӗшпе «Патшалӑх пулӑшӑвӗн» центрӗсем пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ. Ун пеккисем Чӑваш Енре 436. Унти специалистсем порталта регистрациленме, пароле ҫӗнетме тата ытти енсемпе те пулӑшаҫҫӗ.

Ҫак информаци ресурсӗ патне ҫынсем туртӑннинчен тӗлӗнмелле мар. Унпа усӑ курсан учрежденисене ҫитсе курмасӑрах чылай ыйтӑва татса пама май пур.

Паянхи кун Чӑваш Енре электронлӑ майпа 110 тӗрлӗ пулӑшу параҫҫӗ. Вӑл шутран 88-шӗ — социаллӑ пӗлтерӗшлисем.

2020 ҫулта пирӗн республикӑра электронлӑ форматпа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пӗр пулӑшӑва та илме май пулман. Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн цифровизацие ӗҫе кӗртсе пыни паянхи кун хӑйӗн ҫимӗҫне парать. Патшалӑх тата муниципаллӑ пулӑшусене электронлӑ майпа илекенсен йышӗ хутшӑнсах пырать. 2023 ҫул вӗҫӗ тӗлне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшусене электронлӑ  илекенсен шучӗ палӑрмаллах ӳсрӗ.

Пӗлтӗр «Патшалӑх пулӑшӑвӗ» портал  урлӑ ҫынсем регион тата муниципалитет пӗлтерӗшлӗ мӗнле пулӑшусем илнӗ-ха? 18083 заявлени (виҫӗмҫулхинчен 41,9 процент ытларах) шкула ҫырӑнма, 11705 заявлени (86,6 процент ытларах) техника хатӗрне тӗрӗслев витӗр кӑларма, 10109 заявлени (6 хут ытларах) вӑтам професси паракан вӗрентӳ организацийӗсене кӗме,  8704 заявлени (2,5 хута яхӑн ытларах) хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсене регистрацилеме, 6792 заявлени (79 процент ытларах) хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсене тытса пыма ирӗк паракан экзаменсем тытма  панӑ. Чӑваш Енре чи анлӑ усӑ курнӑ федераллӑ пулӑшусем вӗсем — тухтӑр патне ҫырӑнасси (941,8 пин ыйту), ӗҫ кӗнекинчи выпискӑна илесси (196,4 пин ыйту) пӗрлехи пособи тӳлесси (159,5 пин ыйту) пулнӑ.

Патшалӑх пулӑшӑвӗ тата сервисӗсене аталантарасси, вӗсене электронлӑ формат ҫине куҫарасси малалла пырать. Ҫаксем пурте «Раҫҫей Федерацийӗнчи цифра экономики» наци проекчӗпе пурнӑҫланаҫҫӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *