Конкурс чи пултаруллисене палӑртрӗ

Конкурс чи пултаруллисене палӑртрӗ

Округри шкулсенче вӗренекенсем хушшинче тӗрлӗ мероприяти  чылай иртет. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри — «Мисс школьница» конкурс.  Унта кӑҫал Александровка тӗп, Тукай Мишер, Нӗркеҫ, Хырай Ӗнел, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Аслӑ Чурачӑк, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шку- лӗсенче пӗлӳ илекен хӗрсем хутшӑннӑ.

Хӗрсем тӗрлӗ енлӗ конкурссенче пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кашниех хӑйсем ҫинчен каласа панӑ, пурнӑҫӗ, интересӗ, ҫемйи, шкулӗ, тантӑшӗсем ҫинчен видеоӳкерчӗксем урлӑ сӑнласа кӑтартнӑ.

Хӗрсем вӗренӳре ҫеҫ мар, юрӑ-ташӑра та маттур. Музыка конкурсӗнче пикесем хӑйсен сцена ҫинчи пултарулӑхӗпе куракансемпе жюрие тыткӑнлама тӑрӑшнӑ.

«Дефиле» конкурсра хӗрсем капӑр та илемлӗ каҫхи  кӗпесемпе сцена ҫине тухнӑ. Жюри вӗсем ҫав тумсемпе хӑйсене мӗнле тытнине те шута илнӗ.

Конкурс вӗҫӗнче хӗрсен пултарулӑхне хаклакансен чи-чи маттуррине палӑртма та ҫӑмӑлах пулман. Кашниех мӗнпе те пулин палӑрса, уйрӑлса тӑнӑ. «Мисс элегантность» ята Александровка тӗп шкулӗнчи Милена Ванюркина, «Мисс дружба» ята Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи Валерия Журавлева, «Мисс очарование» ята Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи Анастасия Николаева, «Мисс интеллект» ята Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнчи Людмила Шамбулина тивӗҫнӗ. Тукай Мишер  тата Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗсенчи Зарина Садыковӑпа Юлия Исаева «Вице-мисс школьница — 2024» пулса тӑнӑ.

«Мисс школьница — 2024» ята Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан Анат Тимӗрчкасси пики  Ксения Плешкова тивӗҫнӗ.

Пур ҫӗнтерӳҫӗне те дипломсемпе тата парнесемпе наградӑланӑ. Ҫак конкурс пирӗн округра пултаруллӑ та маттур хӗрсем ӳснине, вӗсем пур енӗпе те хастар пулнине тепӗр хут  ҫирӗплетсе пачӗ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *