Суббота, 27 апреля

Вӑрлӑхӗ епле – тухӑҫӗ ҫапла

Вӑрлӑхӗ епле – тухӑҫӗ ҫапла

Ҫуркуннехи хӗвел кунсерен ӑшӑрах та ӑшӑрах пӑхать, юр кайса пӗтсе ҫӗр типсенех ҫураки пуҫланӗ. Ҫавна май ҫӗр ӗҫченӗсен ҫеҫ мар, «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗ» ФПБУн Чӑваш Республикинчи филиалӗн пирӗн округри уйрӑмӗнче ӗҫлекенсен те халь хӗрӳ тапхӑр. Светлана Петухова, Вера Рыжова, Наталья Орлова специалистсем пикенсех хуҫалӑхсенчи тӗштырӑ вӑрлӑхӗн пахалӑхне, шӑтаслӑхне, нӳрӗклӗхне, тасалӑхне, сӑтӑрҫӑсем пуррипе ҫуккине, чир-чӗр тӗлӗшпе тӗрӗслеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем 1000 пӗрчӗн виҫине те палӑртаҫҫӗ, ҫакӑ кашни гектара мӗн чухлӗ вӑрлӑх кайнине шутлама кирлӗ. 

— Колхозсемпе кооперативсен, фермер хуҫалӑхӗсен тӗштырӑпа пӑрҫа йышши культурисен вӑрлӑхне ҫулталӑкне икӗ хутчен тӗрӗслетпӗр — кӗркунне, вырма вӗҫленсенех тата ҫураки умӗн. Пӗрчӗллӗ тырӑсен тӗпчев протоколӗн срокӗ —– 4 уйӑх, ҫӗрулмин — 1 уйӑх. Кӑҫала валли хуҫалӑхсем ҫуракинче усӑ курмалли тӗштырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене планпа пӑхнӑ 2793 тоннӑран ытларах та хывса хӑварнӑ. Акмалли вӑрлӑх  Р52325-2005 ГОСТӑн требованийӗсене тивӗҫтермелле. Мартӑн 18-мӗшӗ тӗлне округӗпе вӑрлӑхсен 97 проценчӗ кондицие ларнӑ. Икӗ хуҫалӑхра кӑна 115 тонна вӑрлӑх тасалӑхпа тивӗҫтереймен. Вӗсене кирлӗ шая ҫитермелӗх ҫуракине тухиччен вӑхӑт пур-ха. Тӗштырӑсен шӑтаслӑхне 7 кун хушши тӗрӗслетпӗр, пахчаҫимӗҫ культурисенне — 10—12 кун, — тет хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарса тӗп агроном Надежда Чернова.

Ятарлӑ холодильниксенчи тин сӑмсине кӑларнӑ люцерна, севок вӑррисем шӑтаслӑхӗ лайӑх пуласса ҫирӗплетеҫҫӗ.  Тырпул тухӑҫлӑ  ҫитӗнтӗр тесен вӑрлӑха акиччен тӗрӗслеттерни шанчӑклӑ. Ҫавӑн пек тусан  уй-хир те таса пулӗ, тырра нимле чир-чӗр те аптратмӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *