Йӑлмахвари ял библиотекинче ялти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Раҫҫейри Ҫемье тата Чӑваш Енри Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗсене халалласа мероприяти йӗркелесе ирттертӗмӗр.
Ҫемье — кашни ҫыншӑн чи хакли. Ҫемье вӑл — кил вучахӗн ӑшши, юратупа килӗшӳ, куллен ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнса савӑнни, ача-пӑчан савӑк кулли, аслисем пулӑшса пыни.
Мероприятие 40 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан, юратупа килӗшӳ тӗслӗхӗ пулса тӑракан тӗлӗнмелле ҫемьесене йыхравларӑмӑр. Салам сӑмахӗсемпе Комсомольски муниципаллӑ округӗн территорисене тирпей-илем кӗртекен тата аталантаракан управленийӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан А.Г.Кузьмин, вырӑнти ветерансен канашӗн председателӗ Н.А.Смирнова тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем ҫемьен хаклӑхӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, пурне те ӑшӑлӑх, ырӑлӑх, телей, мирлӗ тӳпе сунчӗҫ.
Уява Хораськинсен ҫемйи — Георгий Анисимовичпа Ефросиния Николаевна хутшӑнчӗҫ. Вӗсем 66 ҫул ытла пӗрле килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мероприятие 50 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан Галкинсен, Албутовсен, Черновсен тата Григорьевсен, 40 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан Смирновсен, Зайцевсен тата Ефремовсен ҫемйисене йыхравларӑмӑр.
Уява ертсе пыракансем кашни ҫемьен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ, ыйтусем пачӗҫ. Вӗсем кашни валлиех ӑшӑ сӑмах тупрӗҫ, нумай ҫул ӗҫленӗшӗн, ачисене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн ҫемьесене тав турӗҫ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче куракансем «Манӑн ҫемье — манӑн пуянлӑх» презентаципе паллашрӗҫ. Культура ӗҫченӗсем тата Н.А.Смирнова илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ.
Кӑҫалхи ҫул Чӑваш Енре Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май пуҫтарӑннисем А.П.Леонтьев ҫырнӑ «И взошли семена» ҫӗнӗ кӗнеке-альбомпа паллашрӗҫ. Унта А.П.Айдак экологӑн, ял хуҫалӑх производствине йӗркелесе яраканӗн тата обществӑлла ӗҫченӗн пурнӑҫӗ тата ӗҫӗсем ҫинчен ҫырса панӑ.
Уявра пӗр ҫын та тимлӗхсӗр юлмарӗ. Пуҫтарӑннисем тулли кӑмӑлпа, ӑшӑ кулӑсемпе килӗсене саланчӗҫ. Мероприятие йӗркелекенсем вӗсене ҫирӗп сывлӑхпа нумай ҫул пурӑнма, ҫывӑх ҫынсен ӑшшипе киленме, телей сунчӗҫ.
Альбина Ефремова, библиотекарь.