Воскресенье, 19 мая

60 ҫул пӗрле – пурӑнаҫҫӗ килӗштерсе

60 ҫул пӗрле – пурӑнаҫҫӗ килӗштерсе

Хирти Мӑнтӑр ялӗнче пурӑнакан Кондратьевсем мӑшӑрланса пӗр ҫемьепе пурӑнма пуҫланӑранпа кӑҫалхи февраль уйӑхӗнче 60 ҫул ҫитрӗ.

Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳль ялӗн хӗрӗпе, Вальӑпа Лява Кондратьев унти тӑванӗсем патне хӑнана кайсан паллашнӑ. Чипер те йӑрӑс пӳ-силлӗ хӗр каччӑн кӑмӑлне кайнӑ. Туслӑ ҫыхӑну тытнӑҫемӗн  икӗ чӗрере те юрату хӗлхемӗ йӑлкӑшма тытӑннӑ. 1964 ҫулхи февралӗн 21-мӗшӗнче  вара Хирти Мӑнтӑр  ял ҫыннисем туйра савӑннӑ. Ҫамрӑк мӑшӑра телейлӗ пурнӑҫ, вӑрӑм ӗмӗр, юрату суннӑ. Кондратьевсем ашшӗ-амӑшӗн пехилне, тус-тантӑшӗсем ырӑ суннине ӗмӗр тӑршшӗпех уяса пурӑннӑ.

Мӑшӑр ӗмӗр тӑршшӗпех «Знамя» колхозра тӑрӑшса ӗҫленӗ. Валентина качча килсенех Хирти Мӑнтӑрти сӗт-ҫу ферминче дояркӑра вӑй хунӑ. Ун хыҫҫӑн мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех хуҫалӑхри пахчаҫимӗҫ бригадинче тӑрӑшнӑ. «Знамя» колхоз иртнӗ ӗмӗрӗн 70—80 ҫулӗсенче районта ҫеҫ мар республикӑра та палӑрса тӑракан хуҫалӑх пулнӑ. Вӑл уйрӑмах пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтерсе сутса ҫулсеренех пысӑк тупӑш илнӗ. Валентина Ивановна унта тӑрӑшса вӑй хунӑ, чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Бригадӑна ҫӳренӗ вӑхӑтрах килти ӗҫсене те тума ӗлкӗрнӗ.

Лев Петрович ирсерен фермӑна утнӑ. Унти выльӑхсене тулӑх тӑрантарас тесе тимленӗ. Хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа, тӗплӗн пурнӑҫланӑ, ӗҫне кура хисеп ҫӗнсе илнӗ. Хастарлӑхшӑн ӑна колхоз правленийӗ пӗрре мар Хисеп грамотисем, хаклӑ парнесем парса чысланӑ.

Пӗр-пӗрне савакан мӑшӑр ҫӗнӗ ҫурт-йӗр туса лартнӑ, хуралтӑсем ҫавӑрнӑ. Килти хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, анкартинче пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми ҫитӗнтернӗ. Кондратьевсем пӗр-пӗрне юратса, йывӑр самантсенче сӑмахпа та, ӗҫпе те пулӑшса пурӑннӑ. Халӗ те ҫаплах. Сакӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ пулин те пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ.

Валентина Ивановнӑпа Лев Петрович  2 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Вӗсене халӗ мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем савӑнтараҫҫӗ. Аслашшӗ-асламӑшне, кукашшӗ-кукамӑшне  вӗсем ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал сунаҫҫӗ.

Галина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *