Воскресенье, 19 мая

Комсомол – санпа манӑн биографи

Комсомол – санпа манӑн биографи

Кӑҫал пирӗн округшӑн юбилейлӗ ҫулталӑк — Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул. Паллах, ҫӗнӗ районта тӗрлӗ учрежденисемпе предприятисем кирлӗ пулнӑ. Чи малтан йӗркеленнисем хушшинче — комсомол организацийӗ.

Унӑн 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тума иртнӗ шӑматкун, февралӗн 10-мӗшӗнче, Комсомольскинчи культура ҫуртне халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Округра пурӑнакансем ҫеҫ мар, Шупашкартан, ытти хуласенчен  те хӑнасем килсе ҫитрӗҫ. Тахҫантанпах пӗр-пӗрне курман юлташсем тӗлпулушӑн савӑнса ыталанчӗҫ, уйрӑлайми калаҫрӗҫ, пӗрле сӑн ӳкерттерчӗҫ. Ҫавӑн пекех фойере вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксен, альбомсен, значоксен куравӗ- семпе паллашма та май пулчӗ.

Часах сцена ҫинче «Это наша с тобой биография» тӗлпулу каҫӗ пуҫланчӗ. Ӑна ертсе пыраканӗ, сценарие хатӗрлекенӗ — Владимир Бахматов, паллӑ журналист, ӑна нумайӑшӗ 1984—1991 ҫулсенче комсомол райкомӗнче ӗҫленӗ тӑрӑх та пӗлеҫҫӗ. «Прикубнинская сторонка» юрӑ ҫемми янранӑ май ҫамрӑк гврадеецсем зала районти комсомол организацийӗн тата Ленинла комсомолӑн 50 ҫулне тивӗҫлипе кӗтсе илессипе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Чӑваш обкомӗ панӑ ялавсене йӑтса кӗрсе сцена ҫине вырнаҫтарнине пурте ура ҫине тӑрса кӗтсе илчӗҫ.

Залра ларакансем малтанах Чӑваш комсомолӗн 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне ӳкернӗ «Комсомол — это было не зря» документлӑ фильма курса ҫав вӑхӑт авӑрне чӑмрӗҫ, хӑйсен чи илемлӗ те хаклӑ тапхӑрне — ҫамрӑклӑхне — куҫ умне кӑларма пултарчӗҫ.

Ертсе пыракан тӑван районӑмӑра мӗншӗн Комсомольски ят панине, 1921 ҫулхи пӑлхав ҫинчен каласа пачӗ. Ҫав пӑлхавра асаплантарса вӗлернӗ комсомолецсемпе коммунистсене, политӗҫченсене асӑнса   лартнӑ палӑк умне гирлянда хума ветерансемпе ҫамрӑк гвардеецсене шанчӗҫ.

Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, ҫӗршыв аталанӑвӗнче комсомол тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннине палӑртрӗ. 

Комсомольски комсомолӗн историйӗ тӗлӗнмелле ҫынсен шӑписемпе пуян. Асӑннӑ организаци нумай ҫынна пурнӑҫ путевки панӑ, вӗсен тӗп пахалӑхӗ тӗллев патне ҫирӗппӗн утни пулнӑ. Тӗлпулӑва «От всей души» кӑларӑм евӗр йӗркеленӗ май, Владимир Алексеевич районти комсомол организацийӗн кашни тапхӑрӗ ҫинчен кӗскен каласа пачӗ, сцена ҫине ҫав вӑхӑтри хастар комсомолецсене чӗнсе кӑларса сӑмах пачӗ. Комсомол райкомӗнче, колхозсен уй-хирӗсенче, сӗт-ҫу фермисенче, машинӑпа трактор паркӗсенче, шкулта, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче, ытти сферӑсенче ӗҫленисем, Афган вӑрҫин вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнисем хӑйсен сӑмахӗнче ҫитӗнӳсем тума вӗсене комсомол, аслисен тӗслӗхӗ, туслӑх хавхалантарнине палӑртрӗҫ. Ентешсем хушшинче ҫӗршыври капмар стройкӑсенче, пысӑк хӑватлӑ заводсенче, ҫерем ҫӗрсем уҫнӑ ҫӗрте тӑрӑшнисем те нумайӑн. Вӗсене итлесе ларнӑҫемӗн ҫак ҫынсем кӑвар чӗреллӗ, гранитран та ҫирӗп ҫынсем пулнине ӑнланса илетӗн.

Тӳрӗ чунпа вӑй хуракансем ҫӳлти шайри форумсене хутшӑнма та тивӗҫнӗ. Акӑ, «Заря» колхозри Анатолий Борисов ВЛКСМ XVII  съезчӗн делегачӗ пулнӑ. 39 ҫула яхӑн каялла — 1985 ҫулхи июлӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 3-мӗшӗччен Мускавра Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен XII фестивалӗ иртнӗ. Фестивале тӗнчери 157 ҫӗршыври 26000 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче пирӗн районтан икӗ делегат пулнӑ — «Заря» колхозри сӗт-ҫу фермин доярки Елена Макарова (халь Краснова) тата «Красный Октябрь» хуҫалӑх водителӗ Николай Ефремов. Тӗрлӗ шайри депутата суйланнӑ маттур комсомолецсем те пулнӑ. Валерий Михайлов Комсомольски ВЛКСМ    райкомӗн     иккӗмӗш, пӗрремӗш секретарӗнче, «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн редакторӗнче ӗҫленине аслӑрах ҫулсенчисем астӑваҫҫех. Ӑна пирӗн районта пурӑнакансем 1990 ҫулта РСФСР халӑх депутатне суйланӑ. Паллах, Валерий Юрьевич ҫемйипе Мускавра пурӑнать пулин те, хӑйӗн ӗҫ биографине пуҫланӑ тӑрӑха манма, ҫак тӗлпулӑва килмесӗр юлма пултарайман. Ҫав тапхӑра вӑл ӑшӑ сӑмахсемпе аса илчӗ, йывӑҫран тунӑ символла значок парнелерӗ,  ун ҫине комсомолец тупине вырнаҫтарнӑ. Аякран килнӗ тепӗр хӑна — Иван Тимофеев. Вӑл, Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралса    ӳснӗскер, комсомол райкомӗнче 1975—1978 ҫулсенче тӑрӑшнӑ. Мускава кайсан пуҫаруллӑ та харсӑрскерне ВЛКСМ Центральнӑй комитечӗ хальхи Тверь облаҫӗнчи Рамешковски комсомол райко- мӗнче иккӗмӗш секретарь пулса ӗҫлеме шанса янӑ. Унтанпа Иван Ивановичӑн пурнӑҫӗ ҫав тӑрӑхпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ, вӑл унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче, ытти должноҫсенче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. И.И.Тимофеев тӗлпулура пӗрле ӗҫленисене тав турӗ.

Комсомолецсем кирек ӑҫта та яланах малта пулнӑ, ӗҫре те, ҫапӑҫура та. Ахальтен мар хастар яшсемпе хӗрсене «КПСС резервӗ», «коммунизмӑн ҫамрӑк строителӗсем» тенӗ. Вӗсем ял хуҫалӑхне коллективизациленӗ тата промышленноҫа индустриализациленӗ ҫӗрте пӗрремӗш ретре пулнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн юхӑннӑ ҫӗршыва ура ҫине тӑратнӑ,  космоса парӑнтарнӑ, БАМ ҫӗкленӗ — кӗскен каласан, ӑҫта йывӑр, ҫавӑнта вӑй хунӑ. 1973—1975 ҫулсенче комсомол райомӗн иккӗмӗш, пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ Георгий Киргизов янӑ саламлӑ телеграммӑра иртнӗ ӗмӗрти 70-мӗш ҫулсен варринче районти сӗт-ҫу фермисенче ҫамрӑксен комсомолла вунӑ ытла коллективӗ ӗҫленине каланӑ. Ун чухне хальхи пек физкультурӑпа спорт комплексӗсем пулмасан та, комсомолецсем спортра та пысӑк ҫитӗнӳсем тунине те палӑртнӑ Георгий Михайлович. Вӑл тӗлпулӑва килнисене ҫирӗп сывлӑх, чунпа яланах ҫамрӑк пулма суннӑ.

«Это наша с тобой биография» тӗлпулу каҫӗ тӑватӑ сехете пычӗ, ҫапах пӗртте кичемленме вӑхӑт пулмарӗ. Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем комсомолпа ҫыхӑннӑ юрӑсем шӑрантарни чӑн-чӑн парне пулчӗ, мӗншӗн тесен хальхи вӑхӑтра вӗсене радио-телевизорпа илтме те ҫук. «Не расстанусь с комсомолом» юрра вара пурте пӗрле ура ҫине тӑрсах янраттарчӗҫ. Хамӑр хушӑри ҫынсем пирки, район историйӗ ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлме-илтме тӳр килчӗ. Ҫак информаци шкул ачисемшӗн те питӗ усӑллӑччӗ, анчах залра ҫамрӑк гвардеецсем ҫеҫ пулчӗҫ. Оргкомитет ҫак мероприятие хутшӑннӑ ҫынсен ячӗпе ҫамрӑксем, общественнӑҫ, депутатсем, муниципаллӑ округ администрацийӗ патне ҫырнӑ Чӗнӳ хатӗрленӗ, ун тексчӗпе Владимир Бахматов паллаштарчӗ. Юлашкинчен пухӑннисем асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗҫ, комсомолецсен ячӗпе лартнӑ палӑк умне ҫуртасем лартрӗҫ.

Паллах, асӑннӑ тӗлпулу каҫӗ ҫинчен ҫырнӑ май кашни самант, кашни ҫын ҫинчен каласа кӑтартас килет, анчах ку хаҫатӑн пӗр номерне вырнаҫмӗччӗ. Кӑҫал юбилейлӑ ҫул пулнӑ май, вӗсем ҫинчен эпир малашне ҫырӑпӑр-ха. Юлашкинчен ҫакна каласшӑн: уяв ӑшӑ, туслӑ лару-тӑрура иртрӗ, пухӑннисем пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Вӗсем хӑйсен сӑмахӗсенче комсомолти ҫулсем чи ҫутӑ, хаваслӑ, ырӑ тапхӑр пулнине палӑртрӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *