Ҫамрӑксем форума хутшӑннӑ

Февралӗн 10-мӗшӗнче «Раҫҫей» куравра Наци ҫитӗнӗвӗсен форумӗн тематикӑлла тепӗр кунӗ иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче регионсем ҫамрӑксен политикин ҫитӗнӗвӗсемпе тата тухӑҫлӑ енӗсемпе паллаштарнӑ.

Ҫавна май пирӗн регионӑн экспозицийӗнче тӗрлӗ енлӗ программа иртнӗ: Патшалӑх Думин депутачӗсемпе тӗл пулусем йӗркеленӗ, ҫамрӑксен юхӑмне аталантарма пулӑшакан килӗшӳсене алӑ пуснӑ, квизсем тата ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ.

Патшалӑх Думин депутачӗ, Ҫутӗҫ комитечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алена Аршинова Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. «Ҫамрӑксем — пирӗн пуласлӑх», тенине часчасах илтме пулать. Эпӗ вара ҫамрӑксем — пирӗн паянхи кун тесе калатӑп. Вӗсем халех хӑйсен вӑй-халне, ӑс-тӑнне, майӗсене пирӗн ҫӗршыва тата региона аталантарасси ҫине яраҫҫӗ», —  уҫнӑ вӑл шухӑшне Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем тӗрлӗ енсенче ҫитӗнӳсем тунине, хастар пулнине палӑртса.

Патшалӑх Думин депутачӗ,  ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫне хунисен паттӑрлӑхне асӑмлӑ тӑвас енӗпе ӗҫлекен Пӗтӗм Раҫҫейри  «Раҫҫей шырав юхӑмӗ» обществӑлла организацин яваплӑ секретарӗ Елена Цунаева шырав отрячӗсен чи лайӑх проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен ҫамрӑксемпе калаҫнӑ. Калаҫӑва студентсен шырав отрячӗсен представителӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем республика территорийӗнче студентсен форумне ирттересси ҫинчен те калаҫнӑ.

Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Патшалӑх Думин депутачӗпе, Финанс рынокӗн комитечӗн председателӗпе Анатолий Аксаковпа тӗл пулса хӑйсене интереслентерекен ыйтусене панӑ. Вӗсем унӑн професси ӗҫӗ-хӗлӗ, ҫамрӑксемпе хутшӑнни, аслӑ пӗлӳ илни карьера ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.

Депутатсемпе тӗл пулнисӗр пуҫне Чӑваш Ен стендӗнче ҫак кун «Ачасемпе ҫамрӑксене гражданла тата патриотла воспитани паракан Раҫҫей центрӗ» тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Экосистема» экологи юхӑмӗ килӗшӳсем алӑ пуснӑ. Вӗсем ҫамрӑксене ҫак енсемпе малалла аталанма пулӑшӗҫ.

Ҫав кун регионӑн экспозицийӗнче тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Вӗсене хутшӑнакансем пластик карттӑсем валли чехолсем ҫӗленӗ, пахча ҫимӗҫе тата улма-ҫырлана касса илемлетнӗ, вӗршӗнсен йывӑҫ кӗлеткисене сӑрласа илемлетнӗ.

Хӑнасем умӗнче Шупашкартан килнӗ юрӑҫ Эрнес хӑй ҫырнӑ икӗ юрра шӑрантарнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тутаркасси вӑтам шкулӗнчи учительсен ушкӑнӗ чӑвашла юрӑ юрлани пурин кӑмӑлне те кайнӑ. Педагогсем пуҫтарӑннисене хуплупа сӑйланӑ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *