«Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр»

Февралӗн 9-мӗшӗнче Хырхӗрри культура ҫуртне таврари ялсенче пурӑнакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ  «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс пулчӗ.

Культура ҫуртне килекенсем фойене кӗрсенех Хурнайпа Хырхӗрри, Вӑрманхӗрри Чурачӑк, Кӗтне Пасар, Эткер ялӗсенче пурӑнакансен ӗҫӗ-хӗлне, пурнӑҫне кӑтартса паракан стендсемпе паллашма пултарчӗҫ. Кунтах район ҫинчен каласа паракан кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ. Луиза Нигматуллинан ал ӗҫӗсем, Геннадий Петров ӑстаҫӑ йывӑҫран касса хатӗрленӗ япаласем, Зинаида Иванован тӗррисем, Марина Корниловӑпа Татьяна Коновалован ӳкерчӗкӗсем умӗсенче те ҫынсем чылайччен чарӑнса тӑчӗҫ.

Залра ларакансене Хырхӗрри территори уйрӑмӗнчи ялсем, вӗсенче пурӑнакан ҫынсем пирки территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.А.Львова каласа пачӗ. Юлашки ҫулсенче ялсене аталантарас, тирпей-илем кӗртес енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Малалла вара вырӑнти юрра-ташша ӑста ҫынсем сцена ҫине тухрӗҫ. Хырхӗрри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ансамблӗ, Хырхӗрри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнчи ачасемпе вӗрентекенсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Геннадий Петров гитарӑпа выляса юрлани, Татьяна Новикова патриотизм темипе юрӑ шӑрантарни куракансен кӑмӑлӗсене тыткӑнларӗҫ.  Маргарита Белкован, Елена Михайлован пултарулӑхӗ те пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

Савӑк кӑмӑл парнеленӗшӗн тав туса ял ҫыннисем килӗсене саланчӗҫ.

Марина Коновалова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *