Воскресенье, 19 мая

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртнӗ

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртнӗ

Тукай территори уйрӑмӗнчи Анат тата Тури  Тимӗрчкасси, Тукай ялӗсенче граждансен пухӑвӗсем февралӗн 8-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Мӑрат, Вутлан, Тӑманлӑ Выҫли ялӗсенче февралӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ.  Унта халӑх пӗрле пуҫтарӑнса ялсен аталанӑвӗ, тирпей-илем кӗртес тата ытти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Малтанах ҫынсем Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ С.В.Кондратьева иртнӗ ҫулта ялсен инфраструктурине аталантарас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки паллаштарнине итленӗ. Светлана Валерьевна  демографи лару-тӑрӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ, пуҫаруллӑ проектсемпе пӗлтӗр тунӑ ӗҫсене асӑннӑ.  Иртнӗ ҫул Тукай ялӗ ҫумӗнчи пӗвене тасатнӑ, Тӑманлӑ Выҫли ялӗнчи Ленин, Кооперативная урамӗсенче ҫутӑ парассине йӗркеленӗ, Тукай ялӗнче спорт площадки хута янӑ. Ҫак ялтах Садовая урамра ҫул юсама 675534 тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл кӑҫал ялсенче татса пама палӑртнӑ ыйтусене те хускатнӑ. Пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе 2024 ҫулта Вутлан ялӗнче 156 пин ытла тенкӗлӗх стела вырнаҫтармалла, Анат Тимӗрчкасси культура ҫуртӗнче 1 миллион ытла тенкӗлӗх юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Ку ялти Пионерская урамри пӗвене тасатмалла. Ял ҫыннисен яланхиллех ыйту нумай: ҫул-йӗр, урамсенчи тирпейлӗхпе хӑтлӑх, экологи…

Ҫӗнӗ Мӑратри культура ҫуртӗнче иртнӗ пуху ӗҫне  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин  хутшӑннӑ, малашнехи  тӗллевсемпе паллаштарнӑ. Граждансен ыйтӑвӗсене  сӳтсе явма хутшӑннӑ. Комсомольскинчи централизациленӗ больницӑн тӗп врачӗ И.И.Ефремова, Раҫҫей Социаллӑ фончӗн  округри клиент службин начальникӗ Н.В.Юманова тата яваплӑ ытти специалистсем те хутшӑннӑ. Вӗсем  ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ, ыйтусем ҫине хуравланӑ.

Пухусем ӗҫлӗ лару-тӑрура иртнӗ, ял ҫыннисем чылай ыйту ҫине хурав илнӗ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *