Воскресенье, 19 мая

Ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ

Ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ

Округӑн централизациленӗ больницинче иртнӗ эрнере 2023 ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ. Пуху ӗҫне ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Резеда Хуснетдинова, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Наталия Комиссарова хутшӑннӑ. Централизациленӗ больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова халӑхӑн сывлӑхне сыхлас тӗлӗшпе пӗлтӗр пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

— Пирӗн больницӑра ӗҫлекенсем 20626 ҫынна сывлӑх енчен тӗрӗслесе, пӑхса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен 4399-шӗ — ачасем. Больницӑра сменӑра 510 ҫынна йышӑнакан поликлиника, талӑкӗпех пулма май паракан 75 вырӑнлӑ стационар, 38 койка-вырӑнлӑ кӑнтӑрлахи стационар пур, врач амбулаторийӗсем 7, фельдшерпа акушер пункчӗсем 24, куҫса ҫӳрекен 2 ФАП, 3 ҫурт хуҫалӑхӗ шутланса тӑрать.

Пӗлтӗр округра 136 ача ҫуралнӑ, 288 ҫын вилнӗ. Вилнисен 38,8 проценчӗн юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлнин, 21,8 проценчӗн нерв тытӑмӗн чирӗсем пулнӑ.

Мӑн ҫынсен уйрӑм ушкӑнне диспанзеризацилессине, профосмотрсем, тарӑн диспансеризаци ирттерессине 100 проценчӗпех пурнӑҫланӑ.

Пӗтӗм ҫӑлкуҫсенчен иртнӗ ҫул больницӑна 196 миллион та 858 пин тенкӗытла укҫа уйӑрнӑ. Унпа медицина ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи тӳлеме, пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме усӑ курнӑ. Ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ, фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ 2 ҫурчӗ хута кайнӑ. Медицина ӗҫченӗсем халӑха вӑхӑтра та пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ парас тесе тӑрӑшнӑ. Малашне те  ҫак енӗпе ӗҫлӗпӗр, — тенӗ Инна Ивановна.

Ӗҫре пултарулӑхпа палӑрнӑ медицина ӗҫченӗсене ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин, округ тата тӗп больница администрацийӗсен Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Шурӑ халатлӑ ӗҫченсем округра пурӑнакансен сывлӑхне сиплессишӗн малашне те тӑрӑшӗҫ. Анчах хамӑрӑн та упранмалла, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма тӑрӑшмалла.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *